11 июня 2011 г.
Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5892 гектар (100,2 процент) акнă. «Иккĕмĕш çăкăра» 1300 гектар çинче туса илме палăртнă. Пахча-çимĕçсене 25 гектар акнă-лартнă. Çакă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 2,5 хут нумайрах. Пĕр çул ÿсекен курăксене 1894 гектар, кукуруза 210 гектар акнă. Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăка пула чылай лаптăксенчи нумай çул ÿсекен курăксем аталанса вăй илеймерĕç, çавна май çĕнĕрен 177 гектар акса хăвартăмăр.
Планпа палăртнă лаптăксене акма вăрлăх 1873 тонна (103,4 процент) хывнă. Çав шутран кондицилли 1832 тонна (98 процент). Районти хуçалăхсем элита вăрлăхсене 60 тонна ытла туяннă. Акмалли культурăсене çĕнетессипе «Авангард», «Новый путь», «Звезда», «Алмаз» хуçалăхсем, «Журавлев», «Исаев», В.Узянов, С.Волков хресчен-фермер хуçалăхĕсем уйрăмах лайăх ĕçлерĕç.
Пĕлтĕрхи кĕр кунĕсенче кăçалхи тухăç валли кĕрхи тĕштырă культурисене 3753 гектар акса хăварнăччĕ. Хĕллехи-çуркуннехи тапхăрта 655 гектар (17,4 процент) çинчи калча сиенленсе пĕтни палăрчĕ. Çав лаптăка çурхи тĕш тырăсене хушса акма тиврĕ.
Çурхи уй-хир ĕçĕсем ирттерме çăмăллăхлă кредит 12 миллион тенкĕлĕх ытла илнĕ. Ял хуçалăх техникине 28 миллион тенкĕлĕх ытла (пĕлтĕр – 15,3 миллион) туяннă.
Хĕрÿ тапхăрта минераллă удобренисемпе 920 тонна таран усă курнă, çакă иртнĕ çулхинчен 160 тонна ытларах. Дизель топливине 170 тонна ытла тăкакланă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх организацийĕсем, пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсем дизель топливине çăмăллăхлă хакпа илме документсем хатĕрлеççĕ. Паянхи куна илсен, йÿнĕрех хакпа 59 тонна турттарса килнĕ.
Малтан усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнине шута илсе, кăçал мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче тырă 16,4 пин тонна, çĕр улми 27,1 пин тонна туса илмелле. Калчасем пĕр тикĕс шăтса тухни вара пысăк тухăç илме шанăç кÿрет.
Тĕш тырă культурисен уйĕсенче çумкурăксене хирĕç кĕрешессипе ĕçсем анлă сарăлчĕç. Калча уйĕсене химилле препаратсемпе имçамлассине «Новый путь», «Алмаз», «Журавлев», «Авангард» хуçалăхсенче лайăх йĕркеленĕ.
А. ПРОХОРОВ,
район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ.