15 июня 2011 г.
Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем пурнăçа кĕнĕ. Шкул умĕнче темиçе çул каялла самаях вĕреннисем пуçтарăннă. Пĕр-пĕрне 20 çул курманскерсем ырă та ăшă сăмахсем каласа шкул вăхăчĕсене аса илнĕ. Шел, мĕн тери пысăк та хитре Вырăс Сурăм вăтам шкулĕ 2008-мĕш çулта вĕренекенсене алла аттестат тыттарсан хупăнса ларнă. «Мĕншĕн; Ачасен хисепĕ çитменшĕн-ши;» – пурне те шухăшлаттарать çак ыйту.
Паянхи тĕл пулăва пухăннă вĕренекенсен классене кĕрсе курас килчĕ. «Мĕн улшăннă унтанпа, мĕн çĕнни, 20 çул вĕт!» – кашнин шухăшĕ. Шура кинемей, шкул хуралĕнче лараканскер, ачасен кăмăлне тивĕçтерчĕ. Вĕренекенсем хăйсем икĕ çул вĕреннĕ хими кабинетĕнче çавра сĕтел çавăрса кашни илсе килнĕ тĕрлĕ кучченеçе кăларса хучĕç. Кĕçех Шупашкар районне кĕрекен Ишлей ялĕнче пурăнакан Саша Ильин класс ертÿçи пулнă Альбина Петровăна кайса илсе килчĕ. Ăна класа кĕрсенех ура çине тăрса «Пирĕн анне! Тавтапуç, сире, тавтапуç!» тесе кăмăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Алла диплом илсен А.А.Петрова Вырăс Сурăмĕнчи вăтам шкула вырăс чĕлхипе литературăна вĕрентме килнĕ. Сатлайка ялĕнче пулас мăшăрĕпе паллашса çемье çавăрнă.
Çавра сĕтел хушшинче кашни шкул пĕтернĕ вĕренекенех хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ, çемье, малашлăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Çак тĕл пулăва йĕркелекенсене пурте хавас пулчĕç, юрăсем юрларĕç. Пĕр-пĕринчен пачах уйрăлас килмерĕ юлташсен, анчах мĕн тăвăн, килте пурне те кĕтеççĕ. Тĕл пулусене çакăн пек çулсерен пухăнса ирттерме сăмах пачĕç.
Надя ГУСЕВА
( Михайлова),
Чулкаç ялĕ, Вырăс Сурăм шкулне
пĕтернĕскер.