15 июня 2011 г.
Раççейри чиновниксен уйăхри вăтам шалăвĕ ахаль çынсенчен 1,6 хут пысăкрах. Раççейри пĕр регионта та хура ĕçре тăрăшакансен шалăвĕ патшалăх служащийĕсен тупăшĕнчен иртсе курман.
Пирĕн çĕршыври чиновниксем пачах урăх саккунпа пурăнаççĕ тейĕн. Хĕрсе кайса кризис хуçаланнă тапхăрта та, 2009 çулта, вĕсен шалăвĕ чакас вырăнне ÿссе пынă. Патшалăх служащийĕсен шалăвĕ ун чухне 11 процент хăпарнă.
Пуяннисем – Çурçĕрте, чухăннисем – Кăнтăрта.
Чи пуян чиновниксем Ненец автономи округĕнче – уйăхри шалăвĕ 108 720 тенкĕ, унти ахаль ĕçре тăрăшакансен – 47 967. Мурманскпа Архангельск облаçĕсенчи чиновниксен те тупăшĕ сахалах мар. Çурçĕрти чиновниксен ĕç укçи пысăк пулни çанталăк сивĕ пулнипе çыхăннă.
Йывăр ĕçшĕн çынсене хушса тÿлеççĕ. Хабаровск крайĕпе Сахалин облаçĕ те çак шутах кĕрет.
Тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх, чи чухăн чиновниксем Кабардин-Балкар республикинче. Уйăхри вăтам ĕç шалăвĕ 17434 тенкĕпе танлашать.
Чи «чухăн» чиновниксем – Мускавра. Ку хулара пурăнакансен уйăхри вăтам тупăшĕ 47 884 тенкĕпе танлашать пулсан, патшалăх служащийĕсен мĕн пурĕ те 52 365 тенкĕ кăна. Экспертсем çакна чиновниксен йышĕ питĕ пысăк пулнипе çыхăнтараççĕ. Муниципалитет чиновникĕсен ытла пысăках мар ĕç укçине пула пĕтĕмĕшле вăтам кăтарту та пĕчĕкрех курăнать.
Мускавпа Санкт-Петербургри халăхăн тупăшĕ пысăкрах пулсан ытти регионта самай сахалтарах. Тĕслĕхрен, Липецк, Рязань, Владимир, Воронеж облаçĕсенче ахаль çынсем 18 пинрен мала ĕçлесе илеймеççĕ. Çакна регионта бизнес кирлĕ пек аталанманнипе çыхăнтараççĕ. Çав вăхăтрах асăннă облаçсенчи чиновниксен ĕç укçийĕ самай пысăк. Çапах та чиновниксен чăн-чăн тупăшне пĕлме питех те йывăр. Шалăва пĕчĕклетсе кăтартаççĕ. Коррупци тĕлĕшпе пирĕн çĕршыв чи малтисенчен пĕри-çке.