АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пыл хурчĕсем те чирлеççĕ

15 июня 2011 г.

Хурт-хăмăр ĕçĕ ял çыннишĕн авалтанпах тĕп ĕçсенчен пĕри пулнă. Анчах юлашки вăхăтра çивĕч ыйту тухса тăчĕ – пыл хурчĕсен вилеслĕх шайĕ питĕ пысăк. Тĕп сăлтавĕ – вĕсене тĕрĕс мар пăхни тата апатлантарни, пыл хурчĕсен чирĕсен диагностикин çĕнĕ меслечĕсем çукки, çак ыйтăва тимлĕх уйăрманни.

Тĕпчевçĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, пыл хурчĕсен массăллă вилĕмĕ – варроа сăвăсĕсен, вируссен тата нозема витĕмĕ. Чи хăрушши, паллах, варроатоз. Ăна пуçараканĕ çитĕнсе çитнĕ пыл хурчĕсене те, çамрăккисене те сиенлет. Кунсăр пуçне варроа сăвăсĕ хăйĕн кĕлеткинче чир-чĕр микробĕсене тата вирусĕсене упраса вĕсене куçарма пултарать. Çемьесенче варроа сăвăсĕ нумай пирки паралич вирусĕ сарăлать. Ку чир ытларах кĕркунне палăрать: çамрăк пыл хурчĕсем вĕçсе хăпараймаççĕ, çĕр çинче шăваççĕ. Кĕркунне çывхарнă май чирлĕ хуртсем майĕпен çемьерен тухса каяççĕ, вĕлле пушă юлма пултарать.

Варроа сăвăсĕсем çунат деформацийĕн вирусне те пуçараççĕ: малтан уйрăм çемьесем чирлеççĕ, кайран чир пĕтĕм утарĕпе сарăлать. Вĕлле тĕпĕнче тата шăтăкĕ умĕнче вилнĕ куколкăсен, çуначĕсем деформациленнĕ, хырăмĕсем пĕчĕк тата ытти енĕпе тĕрĕс мар аталанакан çамрăк пыл хурчĕсем тупăнаççĕ. Варроатоза хирĕçле препаратсемпе çуркунне вĕллесене тасатнă, çулла пыл илнĕ, кĕркунне çамрăк пыл хурчĕсем тухнă хыççăн усă курмалла. Чи шанчăклă мел – паразита çамрăк хуртсемпе пĕрле тухнă чух пĕтерни. Сиплев ăнăçлă пултăр тесен вĕллере препаратăн концентрацийĕ пĕрмаях пĕр пек пулмалла. Фумисан, варросан, амипол Т, апидез, варродез препаратсем халĕ питĕ витĕмлĕ.

Пыл хурчĕсем нозематоза пула та нумай вилеççĕ. Чир тăтăшах нимле те палăрмасăр иртет, утарçă диагноза вăхăтра тата тĕрĕс палăртаймасан та пултарать. Унпа кĕрешмелли чи лайăх препарат – ноземат, ăна кандипе хурса пани нозематоза асăрхаттарма пулăшать, пыл хурчĕсем çуркунне сывă тухаççĕ, лайăх аталанаççĕ. Çуркунне кăларнă хыççăн пыл хурчĕсене шывпа тивĕçтермелле, ноземат хушнă сиплев сиропĕпе апатлантармалла.

Аскосфероз вара сăрă хуртсен личинкисене тата 3-4 кунри çамрăк хуртсене ытларах аптратать. Ĕçлекен пыл хурчĕсем, аслисем, сăрă хуртсем хăйсем чирлемеççĕ, анчах чир ертекен «кăмпа» спорисене сараççĕ. Аскосфероза асăрхаттарма е сиплеме препарата личинкăсен вар-хырăмне çитермелле. Кунсăр пуçне карассенче, çемьене сарма е карассене улăштарма усă куракан рамкăсене пĕтĕмпех препаратпа «тасатмалла». Чир вăйлă сиенленĕ-тĕк, пыл хурчĕсене таса, дезинфекциленĕ вĕллене куçармалла, хурт амине сыввипе улăштармалла. Сиплев препарачĕсем – унисан, микоаск, микозал тата ыттисем.

И.ФЕДОРОВ,

утарçă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика