АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрату пур çĕрте те пур

15 июня 2011 г.

Пурнăç вăл йывăр та, çăмăл та пулать. Хамăршăн мĕн чухлĕ паратпăр – çавăн чухлĕ илетпĕр. Кашни шухăш, кашни ăслав пирĕн пуласлăха пĕлтерет. Мĕн шутлани, мĕн ĕмĕтленни пĕтĕмпех пурнăçланса пыма тивĕçлĕ.

Чăнах ĕнтĕ, пурнăçра темĕн те пулать: хăш чух тарăхатпăр, ятлаçса илетпĕр. Куншăн хамăрах айăплă мар-и-ха вара; Килĕшÿллĕ те татуллă пурнăçран урăххи нимех те çук ĕнтĕ.

Пурнăç, пуласлăх пирки шухăшламашкăн тĕрлĕ меслет пур. Çакна тĕрĕс ăнланса илсен, çапла шухăшласа илме пулать: «Мана никам та усал туман, пурте мана пулăшма тăрăшаççĕ». Тĕнче вăйĕсем пире нихăçан та усал сунмаççĕ, нимĕнле айăп та тумаççĕ. Вĕсем пире эпир мĕнле пулнă – çавăн пек йышăнаççĕ.

Юрату вăл пур çĕрте те пур. «Мана юратаççĕ, эпĕ те сире юрататăп», – тесе шухăшласа çÿрени пурнăç çулне малалла тăсать. Кĕтĕр, ĕмĕтленĕр, чăтăмлă пулăр – сирĕн пата юрату килетех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика