АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыхланма пĕлмелле

15 июня 2011 г.

Терроризм – пĕтĕм тĕнчери чи хăрушă пулăм. Тĕрлĕ çĕршывсене терактсем пысăк çухатусем кÿреççĕ, ирсĕрсене пула ним айăпсăр çынсем чылаййăн вилеççĕ. Террористсем усал ĕçсене хăть ăçта пурнăçлама пултарнине шута илсе кашни çыннăн хăрушсăрлăхра мĕн тумаллине пĕлмелле.

Енчен те теракт пулас хăрушлăх пур-тăк, чÿречесене ванчăксем кĕресрен хупласа хумалла. Телевизор е радиоприемник пĕрмаях ĕçлесе лартăр, пÿлĕмре апат-çимĕç тата шыв запасĕ тăтăр. Йĕрке хуралĕн органĕсене васкавлăн пĕлтермелли телефон номерĕсене курăнмалла çырса хурăр. Эвакуацие хатĕр пулмалла: документсемпе укçана, хаклă япаласене, кăштах апат-çимĕç сумкăна пухса хурăр (шăхлич пулсан та лайăх). Чирлĕ тата ватă çынсене эвакуацине хатĕрленме пулăшмалла. Йод, бинт тата медицина пулăшăвĕ памалли ытти япаласене ал айĕнче тытăр.

Енчен те эсир аманнă-тăк, сурана тутăрпа, ал шăллипе е шарфпа, пусма татăкĕпе çыхмалла, юна чарма тăрăшмалла. Пÿлĕм çунма пуçларĕ-тĕк, çухалса ан кайăр, пушар хуралне пĕлтерĕр, çулăма огнетушительпе е шывпа чарма тăрăшăр. Çулăм хупăрласа илнĕ вырăнтан шуса тухăр, алăка хупса хурăр, синтетика япаласене хывăр. Ачасене утиялпа, пальтопа е курткăпа чĕркесе хăвăртрах уçă сывлăша илсе тухмалла.

Сывлăш пÿлĕнекенсен çăвара çыхăпа хупламалла, сывлав органĕсене йĕпе ал шăллипе, тутăрпа е шарфпа хÿтĕлемелле. Газ шăрши тухсан чÿречесене уçăр, шăрпăкпа усă ан курăр, çутă ан çутăр.

Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин информацийĕ тăрăх хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика