АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх хуралĕнче

18 июня 2011 г.

Сестрасен ĕçĕ сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çынсен сывлăхĕшĕн, вĕсен пурнăçне çăлса хăварассишĕн тăрăшаççĕ вĕсем.

Районти тĕп больницăри сывлăх сыхлавĕнче 342 çын ĕçлет. Çав шутран вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕсем – 45,7 процент. Кусем – медицина сестрисем, акушерсем, фельдшерсем, лаборантсем. 156 медицина сестринчен 113-шĕн квалификаци категорийĕсем пур.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе ача-пăча консультацийĕнчи участокри медицина сестри Юлия Сергеева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ сывлăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Пысăк хастарлăх кăтартса ĕçленĕшĕн больницăн тĕп медицина сестрине Людмила Николаевăна Раççей Федерацийĕн сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Пирĕн сывлăх ĕçченĕсем хăйсен ĕçне чун-чĕререн парăннипе, профессии тивĕçне ăнланса пурнăçланипе яланах палăраççĕ. Ку енĕпе уйрăмсенчи аслă медицина сестрисене Марина Александровăна, Людмила Никитинăна, Надежда Михайловăна, Анжела Ивановăна уйрăмах асăнас килет. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн сестрисем те Елена Венедиктова, Альбина Никандрова, Валентина Пузырникова, Инна Калмыкова, Надежда Еремеева тата ыттисем те хăйсен участокĕсенчи çынсен сывлăхĕшĕн вăй-халне шеллемеççĕ.

А.ПЛАТОНОВ,

район больницин

тĕп врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика