АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ

18 июня 2011 г.

Çулла – ачасемшĕн савăнăçлă вăхăт. Каникула ачасем тĕрлĕрен ирттерççĕ: пĕрисем аякка канма кайса килеççĕ, тепри вăхăтлăх ĕç тупать.

Ача-пăча канăвĕ усăллă ирттĕр тесе Юнтапа шкулĕнче «Солнышко» лагерь уçнă. Кунта 59 ача канать. Кашни кун И.Павлова медсестра вĕренекенсен сывлăхне тĕрĕслет. Кун йĕрки зарядкăран пуçланать. Ирхи апатлану хыççăн шкул çумĕнчи лаптăкра ĕçлеççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ спорт мероприятийĕсемпе конкурссене хутшăнаççĕ. Мала тухнисене хавхалантарма та манмаççĕ.

Лагерь пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен стена хаçачĕ çинче тĕплĕн çырса кăтартаççĕ. Пĕр сăмахпа, вăхăт кашниншĕн усăллă иртет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика