18 июня 2011 г.
Кăçалхи 5 уйăхра район территорийĕнче 105 преступлени тунине шута илнĕ (пĕлтĕрхи кăрлач-çу уйăхĕсенче йĕркене пăснă 94 тĕслĕх пулнă). Уйрăмах йывăр преступленисем – 3 (иртнĕ çул ун пеккисем пулман). Йывăр преступленисем – 19 (2010 çулта – 14), вăтам преступленисем, пĕлтĕрхи пекех – 25.
Экономика тĕлĕшĕнчен ку çулхи 5 уйăхра 31 преступлени тунине тупса палăртнă, криминал преступленийĕсем – 27.
Ют пурлăха çаратнă тĕслĕхсем – 36 (иртнĕ çулхи 5 уйăхра – 33), кăçал 21 çарату тунине палăртнă (пĕлтĕр – 18), криминаллă çаратусем – 30 (2010 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче – 25). Вăрăсем 2 хваттере кĕрсе япаласем çаратса тухнă. Хĕçпăшалпа саккун йĕркине пăхăнмасăр усă курнă 1 преступлени пулнă.
Кăçал 103 преступление тĕпчесе тишкернĕ.