18 июня 2011 г.
Галина Матвееван аллисем тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Тĕрлеме, çыхма, пĕçерме – пурне те пултарать.Темĕнле йывăрлăха та парăнтарма пĕлет, арçын ĕçĕ тесе тиркесе тăмасть. Ĕçке-çике тухсан, юрра-ташша ăста. Купăс калама та маçтăр.
Галина хăй вăхăтĕнче питĕ нумай тĕрленĕ: сĕтел, вырăн çине витмеллисем, пукан çине сармаллисем, минтер пичĕсем, тутăрсем. Чăваш юбки-кофти, саппунĕ те эрешлĕ унăн. Гальăн аллисем витĕр кавир те тĕрленсе тухнă. Куравсенче те пулса курнă. Мĕн тери чăтăмлăх, фантази кирлĕ йĕппе-çиппе каллĕ-маллĕ тирсе туртма;
– Çамрăк чухне вăй-хал иксĕлми пек туйăнатчĕ. Пĕтĕмпех ĕлкĕрес килетчĕ. Кăшт пушă вăхăт тупăнсанах ал ĕç тытаттăм. Халĕ те туртăмĕ пур-ха, анчах вăхăчĕ çук, – тет сăпайлă хĕрарăм.
Çавăн пек пултаруллă, çивĕч Уйкас хĕрĕпе хăй пекех ĕçчен те ăста алăллă Изванка каччи Анатолий Матвеев 1974 çулта пĕр çемьене чăмăртаннă. Вăл йывăçпа каскалама, тĕрлĕ япаласем маçтăрлама юратнă. Хăйĕн мастерскойĕнче килти хуçалăхра кирлĕ пур япалана та ăсталама пĕлнĕ. Сĕтел-пукан, алăк е чÿрече рамисем тăвасси, вĕсене эрешлесе хитрелетесси Анатолие пачах та йывăрлăх кÿмен. Унăн ашшĕ те тĕрлĕ япала ăсталама пултарнă. «Гаврил Матвеевичăн электростанци те пурччĕ», – çапла аса илет ял-йыш çав маттур çинчен.
Анатолий Матвеев çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа таврăннă хыççăн водительте тимлерĕ. Элĕкри строительство организацийĕн ĕçне пысăк тÿпе хывнă Анатолий Гаврилович. Руль умне ларса, кулленех çула тухнă. Инçе рейссене кайма шаннă ăна. Груз турттармалли машинăпа кăна мар, автобуспа та çÿренĕ А. Матвеев. Юлашки çулсенче вара йывăр чир тыткăнне лекнĕ те унтан хăтăлайман. Çавна май туя çине таянса кăна çÿрет.
Кил-тĕрĕшри сумлă «лава» туртса пырать кил хуçи хĕрарăмĕ. Йывăрлăхне, пăшăрханăвне палăртмасть Галина Матвеева. Упăшкине юратса пăхать, хуçалăхне типтерлĕ тытса пырать. Кÿршĕсемпе, ял-йышпа та сăпайлă.
Хăй вăхăтĕнче дояркăра ĕçлесе район шайĕнче те малта пынă. Обществăлла ĕçрен те аякра тăман тăватă ача амăшĕ.
Ялти художествăлла пултарулăх ĕçне те хаваспах хутшăннă. Чăваш тĕрриллĕ çипуç тăхăннă хитре хĕрарăм сцена çинче юрă шăрантарни пурне те тыткăна илнĕ. Чăн-чăн çыннăн ырă енĕсем унра утмăл çулта та иксĕлми.
С.ИВАНОВА.