23 июня 2011 г.
Атмалкасси ялĕнче пушарта икĕ ача вилнĕ пирки хаçатра çырнăччĕ. Халĕ ав айăпли те паллă. Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче ирхине 31 çулти арçын килĕнчен тухса кайнă май алăка тултан питĕрсе хăварнă. Икĕ пĕчĕк ачи, 2007 çулта çуралнăскерсем, пÿртре хăйсем кăна юлнă. Кĕçех вара пушар тухнă. Ачасем, паллах, хăйсем тĕллĕн вутран тухма пултарайман – тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăнса вилнĕ.
Инкек электропроводка тата электрооборудовани юсавсăр пулнипе сăлтавланнине палăртнă. Кил хуçине суд умне тăратнă, икĕ çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă.