23 июня 2011 г.
Çамрăклах ватă çынсен шутне кĕресси, юлашкинчен, вăхăтсăр тупăка кĕрсе выртасси патне илсе çитерет. Алкоголизм тыткăнĕнчен хăтăлма пултарайман арçынсем вилнине çулсем тăрăх тишкерсе тухса çакна палăртнă: вĕсенчен чылайăшĕ пурнăçăн чи лайăх тапхăрĕнче – 50 çула çитиччен вилсе выртнă. Ялан эрех-сăра ĕçекен арçынсен 25 проценчĕ анчах 60 çула пурăнса çитет. Алкоголиксем мĕнлерех чирсемпе ытларах чирленине сăнанă. Тĕпчевсен кăтартăвĕсене тĕпе хурас пулсан, вĕсем сывлав органĕсем пăсăлнипе чирленине кăтартса панă. Алкоголизма пула çамрăксем ирех вилсе выртасси, ытти çулхи çынсемпе танлаштарсан, чылай нумайрах. Çамрăклах эрех-сăра ĕçсе иртĕхме тытăннă 1014 çынна сăнаса пăхнă та çакна палăртнă: малтанхи хут тĕрĕслесе пăхнă хыççăн 3 çул иртсен вĕсенчен 45-шĕ вилсе выртнă. Вилĕм сăлтавĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта эрех-сăрана пула пăсăлса кайнă çамрăксен хăйсене хăйсем вĕлерни, ытти сарăмсăр вилĕмпе вилни тăраççĕ, иккĕмĕшĕнче – тĕрлĕ чирсем. Юлашки кăтартусемпе килĕшÿллĕн алкоголизм çавăн пек чирлисен пурнăçне 42 çула çитиччен чакарать. Ĕçмен çынсемпе танлаштарсан, алкоголиксем хушшинче туберкулезпа чирлисем 3-4 хут нумайрах тĕл пулаççĕ. Урăх çĕр-шывсенчи ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, туберкулезпа чирлĕ çынсем хушшинче алкоголиксем 30-40 процент шутланаççĕ. Алкоголизмпа чирлисем хушшинче вăраха кайнă бронхитпа, ÿпке эмфиземипе аптăракансем, эрех ĕçмен çынсемпе танлаштарсан, 3-4 хут ытларах тĕл пулаççĕ.
Г.СТЕПАНОВА,
районти тĕп больница ĕçченĕ.