АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Классене кăмака хутса ăшăтнă

23 июня 2011 г.

Витеçÿч хĕр ачи вăрçă кĕрленĕ вăхăтра пайтах тырă вырнă, çĕр улми, кăшман кăларнă. Вербовка йĕркипе аякка ĕçлеме те кайса килет.

Çирĕм çулхи Зоя Элĕк шкулне техничкăна вырнаçать. Йăлтах алă вăйĕпе пурнăçланă. Кăмакасене вутă хутса ăшăтнă. Хĕрсем вуттине вăрмантан хăйсемех турттарса килнĕ, татнă, çурнă. Ачасем шкула пынă çĕре ăшă пултăр тесе чăлкăм куç хупмасăр кăмака хутнă.

– Шкулта пĕчĕк ферма та пурччĕ. Унта сыснасем, лаша, кроликсем усранă. Çавсене эпир ачасемпе пĕрле пăхнă, – терĕ Зоя Лазаревна.

Вăл Элĕк шкулĕнче тăхăр çул тăрăшать. Çав тапхăрта кунта савнине те тупать. Уйкас ялĕн каччи Борис водительте ĕçленĕ. Пĕр-пĕрне килĕштерсе пĕрлешеççĕ те иккĕшĕ. Мăшăрсем Уйкаса пĕрле утма пуçлаççĕ. Зойăна Йăлкăш шкулне чĕннĕ. Çавăнта вăл нумай çул вăй хурать, пенсие тухсан та – вунă çул таранах.

– Условисем лайăх çĕрте те ĕçлесе куртăм. Çамрăксемпе вăй хума та кăмăллăччĕ, – юлашки тапхăрти çулĕсене ума кăларчĕ З. Петрова.

Ăна пĕр харăсах икĕ юбилее те кĕтсе илме тÿр килнĕ – шкул утмăл пилĕк çул тултарнине тата хăй ĕçе тытăннăранпа хĕрĕх пилĕк çул çитнине.

Ватлăх çулĕсенче пĕртен-пĕр шанăçĕ вара унăн Алеша ывăлĕ çинче.

С. СВЕТЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика