23 июня 2011 г.
Урамра тĕл пултăм çулĕсемпе çулланăскерсене.
– Сывлăх пултăр сире, ырă çыннăмсем, – сăмах хушрăм эпĕ.
Вутланти Михаил Аврамовпа Мария Иванова мана та сывлăх сунчĕç. Тăван хуçалăхра пилĕк-çурăма авса ватăлнине пытармарĕç. Иккĕшĕ те тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. М.Аврамов акă хăй ĕмĕрĕнче кирпĕчрен купаласа пÿрт лартнă.
– Ватăлсах пыратпăр çав. Вăй-хал хавшани кулянтарать, – терĕ Михаил.
– Юрать-ха, ачасем пăрахмаççĕ, – ăшшăн пăхса илчĕ Мария Иванова.
Куçĕсемпе тавралăха пĕр хушă пăхса çаврăнчĕ.
– Вăт, ĕç çук теççĕ. Кахалсемпе наянсем çеç çапла сăмах çаптараççĕ. Ĕçсĕр пурăнса ĕçке ярăнаççĕ, – тарăхнине пытармарĕ кинемей. – Ачасемпе савăнатăп эпĕ.
Икĕ хĕрпе икĕ ывăла кун çути парнеленĕ М.Иванова. Вăл пурнăçри паллă куна та аса илчĕ. Нумаях пулмасть 85 çул тултарнă иккен. Михаил Аврамов вара кăçал 76 çула çитнине кĕреке хушшине ларса уявласа ирттернĕ. Манăн вĕсене иккĕшне те ырлăх-сывлăх сунас килет.
Анатолий ГОРШКОВ.