23 июня 2011 г.
Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси – ачаран. Çак ваттисен сăмахĕ чăнах та пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ачаран мĕнле ÿссе çитĕнетĕн, çавăн пек пурнăç çулĕпе малалла утатăн. Аçу-аннÿне итлесе, каланă сăмахсене пуçа хывса, вĕсене пулăшса, ăнланса пурăннине урăх нимĕн те çитмест.
Кĕçĕн Тăван ялĕнчи Çамрăксен урамĕнче пурăнакан Иннăпа Арина Гавриловасем маттур, ĕçчен, пултаруллă та пур енлĕн аталаннă ачасем. Вĕсем шкулта та, килте те активлăхпа палăраççĕ.
Хĕрсем иккĕшĕ те Кĕçĕн Тăван ялĕнчех çуралнă. Инна та, Арина та иккĕмĕш класран Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта пĕлÿ илме пуçланă. Пĕрремĕш класа вара Кĕçĕн Тăван шкулĕнчех вĕреннĕ. Халĕ Инна 11-мĕш класс та пĕтерчĕ. Экзаменсене те ăнăçлă тытрĕ, «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренÿре палăрчĕ. Çемьере иккĕшĕ те спорта юратаççĕ. Арина, сăмахран, хĕлле йĕлтĕрпе кашни кунах ярăнать, çулла вара велосипед çинче час-часах курма пулать ăна. Унсăр пуçне кашни кун тенĕ пекех пулла çÿреме юратать.
Иннăн чи юратнă предмечĕсем – биологи тата физкультура. Ача чухнех тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ халĕ. Акă, медицина енĕпех пĕлĕве малалла аталантарасшăн.
Ачасем пур енлĕн аталаннине çÿлерех асăннăччĕ. Инна Элĕке вĕренме куçсанах пур енлĕн аталанма пулăшакан эстетика кружокне çÿренĕ. Унта вăл юрлама, ташлама хăнăхнă. 3-мĕшĕнчен пуçласа 5-мĕш класс таран вăл фольклор уйрăмĕнче пĕлĕве тарăнлатнă. Унта та пултарулăха малалла анлăлатнă. Тĕрлеме пуçланă. Тепĕр пилĕк çул вара вăл фортепьянопа калама вĕрентекен уйрăма çÿренĕ. Халĕ килте унăн фортепьяно та пур. Ăна амăшĕ хĕрĕ ăçталла туртăннине курах илсе панă. Пушă вăхăтра Инна юрлать, фортепьянопа калать, сăвăсем çырать, юлташĕсемпе пĕрмаях çыхăну тытма та манса каймасть.
Арина йăмăкĕ тата çивĕчрех. Вăл пĕр вырăнта ларма пултараймасть. Унăн яланах хăйне мĕнле те пулин ĕçпе лăплантармалла. Арина 6 класс пĕтернĕ çеç-ха. Çапах та вăл халех хăйне кăтартма пултарать. Хĕр ача юрлама ăста. Чăваш, вырăс халăх юррисене хитре шăрантарать. 1999 çулта çуралнăскер тĕрлеме те маçтăр. Хĕресле тĕрлеме ытларах кăмăллать. Вăл та аппăшĕ пекех фольклор уйрăмне çÿренĕ. Арина купăспа та, фортепьянопа та, балалайкăпа та çăмăллăнах каласа пĕр-пĕр юрă шăрантарса пама пултарать. Вун икĕ çул тултарнăскер чăваш тата вырăс халăхĕн çи-пуçĕсемпе интересленет. Юратнă предмечĕ те унăн рисовани, музыка тата Тăван ен культури. Юрлас ăсталăх вĕсене асламăшĕпе кукамăшĕнчен куçнă тесе каласан та йăнăш пулмĕ. Çавăнпа Арина та асламăшĕпе пĕрле тăтăшах концертсене хутшăнма тăрăшать.
Еленăпа Станислав Гавриловсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс çул çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Елена Михайловна Элĕкри тĕп больницăра физиотерапи уйрăмĕнче аслă медсестрара тимлет. Хĕрсен ашшĕ, Станислав Аркадьевич, Тавăтри шкулта газ енĕпе яваплă.
Аринăпа Инна иккĕшĕ те тăрăшуллă, ырă кăмăллă, пултаруллă ачасем.
Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.