23 июня 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи виççĕмĕш (пĕтĕмлетÿллĕ) вулавра «Автомобильсен ятарлă техника тĕрĕслевĕ çинчен» саккун проектне йышăннă. Çак документ 2012 çултан тытăнса техника тĕрĕслевĕн тивĕçĕсене патшалăх çул-çÿрев инспекцийĕнчен Раççей страхлавçисен союзне куçарма палăртать. Асăннă союз техника тĕрĕслевĕн операторĕсене аккредитацилет, автосервиссемпе дилерсем йĕркелет. Ку саккунпа килĕшÿллĕн çĕнĕ автомобильсем виçĕ çул таран техника тĕрĕслевĕнче пулмаççĕ. 3-7 çулсенчи автомашинăсем икĕ çулта пĕр хутчен техника тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ, çичĕ çул чупакан автомашинăсем çулсеренех техника тĕрĕслевĕнче пулаççĕ.
Груз турттаракан тата пассажир транспортне кашни çур çулта техосмотра тăратаççĕ. Техника тĕрĕслевĕнче пулман юсавсăр автомобиле ОСАГО полисне памаççĕ. РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, талонсен срокĕ 2011 çулта вĕçленсен вĕсене 2012 çулччен (ОСАГО полисĕн срокĕ тухиччен) тăсаççĕ.