23 июня 2011 г.
Фитофтороз шăрăх çанталăкра вăй илеймест. Анчах сывлăш температури 22 градуса çити чаксанах вăл ÿсен-тăрана хăвăрт сиенлеме тытăнать.
Çак чире вăй илме парас мар тесе опытлă пахчаçăсем турăхпа усă кураççĕ. 1 литр турăха пĕр витре шывпа хутăштарса пахча çимĕçе сирпĕтеççĕ.
Хăшĕ-пĕри каланă тăрăх, фитофтороза йод та пулăшать. Пĕчĕк флакон йода пĕр витре шывпа хутăштармалла, çак шĕвекпе ÿсен-тăрана 10-15 кунра пĕрре пĕрĕхмелле.