АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ман кин пекки ялта тек тупаймастăн!»

23 июня 2011 г.

Каласа парам-ха сире хам кин çинчен. Тен, кам та пулин кăшт шеллĕ мана та! Пĕччен асапланса ÿстертĕм ывăла, ырми-канми ĕçлесе укçа тăваттăм, выльăх-чĕрлĕх тытаттăм. Мĕн пухнине веçех перекет кассине хурса пынă. Машина илсе парас теттĕм хамăн юратнă ывăла! Вăл пур... Эх, пурнăç... Илсе килчĕ те пĕр «шуйттан мăйракиллĕ» майрана: «Анне, ку манăн арăм. Туй туса вăхăт та, укçа та тăкаклас мар, эпир иксĕмĕр те çапла шутлатпăр. Çырăнса пĕрлешрĕмĕр. Вăл – пулас агроном. Эп кам пулассине ĕнтĕ эс хăвах пĕлен. Ан кулян, йĕркеллех пулĕ пурнăç», – тесе хучĕ. Çĕрĕпе вăрттăн нăшăкласа выртрăм чăланта. Ывăлăм пĕрре те этем йĕркипе авланман пек туйăнчĕ! Çитменнине арăмĕ те вырăс хĕрĕ, Чулхула енчен тет. Эй, Турă! Хĕве хупнă каç пулмарĕ: çĕрĕпе ахăлтатса кулса ларчĕç иккĕшĕ телевизор умĕнче. Эп вара хама Петĕрпе кĕлете хупнине аса илсе макăртăм. Арçури пек вĕсем, хальхи çамрăксем. Мăшăрланнă-и, мăшăрланман-и – никам та çакна калаймасть. Пурте пĕр пек ыталансах çÿреççĕ, çи-пуçĕ те пĕр пекех. Ĕлĕк качча кайсанах икĕ çивĕт тума пăрахаттăмăр, тутăр çыхса çÿренĕ. Юрĕ-ха, вăл тутăрĕ мура кайтăр. Çÿçне-пуçне илемлĕрех тирпейлесен çылăх-ши вĕсене; Ман кинĕн çÿçĕ ытла та хĕрлĕ! Çывăрнă чухне вăрттăн пырса пăхас шухăш та пурччĕ, анчах хăрарăм, тем калĕ вăрансан. Ванюкран ыйтрăм та: «Хăйĕнех çÿçĕ, хăйĕнех, хĕрлĕ пулнипе юратрăм та ĕнтĕ», – терĕ. Васпати, эпир çÿçне мар, ăсне пăхаканччĕ те...

Ирхине ирех кин лаççа тухнă та çума хунă япаласене ик пая уйăрма тытăннă. «Мĕн тăван;» – тетĕп. Вăл мана кулса: «Уйăрса хунисене Ванюшпа çумалла»,– тет. Эй, Тур-Тур! Мĕн чул пурăнсан та Ванюшпа çуман вара эп япаласене! Мĕскĕн, авланнă авланман чурана лекрĕ иккен!

«Кампа;» – тетĕп. «Кампа мар, мĕнпе, – тет кинĕм-чунăм, – лайăхрах тасатакан порошок «Ванюш» ятлă». Мур пĕлет-и хальхи ятсене!

Çуса пĕтерчĕ те япаласене тÿрех аллине кĕнеке ярса илчĕ! Тем чăштăртатса ларать. Тăрук сиксе тăчĕ те Ванюка: «Кайрăмăр», – тесе илсе тухса кайрĕ. Хытсах тăрса юлтăм. Ăçта кайрĕç; Кĕнеки çинче мĕн çырнă-ши тата;

Чĕтре-чĕтрех сумкинчен кăларса пăхрăм хайхи çак тем хулăнăш кĕнекене. «Сиплев курăкĕсем» тесе çырнă! Килчĕç хайхи вăрмантан йăтăрласа! Лупас çине хăпарса типтерлĕн сарса тухрĕç те пуçтарнă курăксене татах тумланма пуçларĕç! Ăçта каятăр-ха каçа хирĕç», – ыйтатăп хайхискер хамăн чăвашла пĕлмен кинрен. «Рассвет...» тенине ăнланса юлтăм-ха. Те хуçалăх пирки каларĕ ĕнтĕ, те пирĕн ял çумĕнчи пĕве пирки, те хĕвел пирки – ăнкарса илеймерĕм. Тепре ыйтма аван мар. Кайран тин ăнлантăм! Иккĕш те ирчченех «Рассвет» комплексĕнче практикăра пулнă иккен. Э, мансах кайнă калама! Ванюш ман зоотехник пулать-çке. Практика пуçланнă-пуçланман дежурнăй туса хунă иккен. Эпĕ вара çĕрĕпе çывăраймарăм! Ирхине кин мана хăйĕн карас телефонне парнелерĕ. «Пригадица»,– тет. Ăна эп тытма та, пусма та хăратăп. Арчанах пытарса хутăм-ха, ытла хытă юрланипе. «Тепĕр шăмат кун килетпĕр»,– терĕç. Каялла тавăрса памалла-и... Ку кинпе аптраса çитрĕм ĕнтĕ. Ванюка: «Ачам, чăваш хĕрне илнĕ пулсан ытларах килĕштереттĕмĕр пуль», – терĕм те, вăл мана: «Чăваш халăхĕ вырăссемпе темиçе ĕмĕр килĕштерсе пурăнать, эс мĕн, пĕр кинпе килĕштерме пултараймастăн-им;» – терĕ. Чăтас пулать ĕнтĕ манăн халĕ. Майĕпен вырăсла калаçма та хăнăхас. Атту ачисене илсе килĕç те киле...

НАÇТУÇ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика