23 июня 2011 г.
Уйран кăнтăр апатне киле таврăннă Сахрун уйăх та çитмен пĕчĕк пÿске пек сап-сарă чăх чĕпписене апата йыхăрчĕ. Амăшĕпе пĕрле кил картине хупса хăварнăччĕ вĕсене. Пĕри те сас памаççĕ. Пахчара тупрĕ «таркăнсене». Амăшĕ хÿме урлă вĕçсе каçнă та, йĕппи ăçта çиппи çавăнта тенĕ пек, йĕп çăрти пек хÿме айĕнчи шăтăксенчен хыççăн чĕпписем те тухнă. Шутларĕ те – пилĕк чĕпĕ çухалнă. Ниçта та курăнмаççĕ.
Аптранă Сахрун вырсарни куна хирĕç хуларан ялти килне канма килекен пускилĕ патне кайрĕ. Кăмăл туртмасть пулин те чунне хытарсах калаçса пăхма шутларĕ. Тен вĕсем ют кайăксене хăйсен пахчинче чакаланнине курнă. Çав пĕчĕк айвансемшĕн нимĕнле чикĕ те çук-çке!
– Ăнсăртран пирĕн чĕпĕсем сирĕн пахчана кĕмен-ши; Паян пилĕк пуç чĕп çухалнă, – ыйтрĕ Сахрун.
– Пахчара курăнмарĕç. Çÿлте пĕр вăхăтра шурă хăлат вĕçетчĕ. Çавă йăкăртнă сирĕн чĕпсене. Ĕненмесен кÿршĕри Çтаппан та çирĕплетĕ, – çирĕппĕн калаçрĕ хĕрарăм.
Сахрун Çтаппан патне те каймарĕ. Шурă хăлат пускил хĕрарăмĕ пулнине ăнланчĕ.
Лев МЕДВЕДЕВ.