АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дактилоскопи регистрацийĕ кирлех

23 июня 2011 г.

Федераллă миграци службин Чăваш республикинчи управленийĕ Раççей Федерацийĕн гражданĕсене ирĕклĕ майпа патшалăх дактилоскопи регистрацийĕнче пулма сĕнет.

Раççей Федерацийĕн гражданĕсене ирĕклĕ майпа дактилоскопи регистрацийĕ тăвасси «Раççей Федерацийĕнчи патшалăх дактилоскопи регистрацийĕ çинчен» федераллă саккунăн 10-мĕш статйипе килĕшÿллĕн иртет. Çавна валли шалти ĕçсен тата пурнăçлакан влаçăн территорири органĕсен палăртнă граждансем ăçта пурăннине кăтартса заявлени çырмалла.

Патшалăх дактилоскопи регистрацийĕ – пурнăçлакан влаç органĕсем дактилоскопи информацине илес, шута илес, упрас, классификацилес тата парас енĕпе ĕçлесе пыни. Дактилоскопи информацийĕ вара çынсен аллисен пÿрнисен капилляр ÿкерчĕкĕсен тытăмĕн уйрăмлăхĕсем çинчен пĕлтерни.

Пурнăçра кăмăллă мар лару-тăрăва лекнĕ тĕслĕхсем сахал мар пулаççĕ. Сăмахран, çынсем тăн çухатаççĕ, инкеке лекеççĕ. Документсемсĕрех çын кам пулнине палăртма май çук. Ун пек чухне дактилоскопи информацийĕ питĕ пысăк пулăшу пама пултарать. Апла пулсан вăл граждансене питех те кирлĕ. Дактилоскопи информацине вĕсен интересĕпе тăваççĕ те.

Документсем пăсăлнă, тĕрлĕрен инкексене, катастрофăна, шыв сарăлса кайнине, çĕр чĕтреннине, пушарсене, террористла актсене, авиаци тата чукун çул катастрофисене лекнĕ çынсем, малтан дактилоскопи регистрацийĕ витĕр тухнă пулсан, хальхи условисенче камсем пулнине палăртма пулать. Тăн çухатнипе аптракан çынсемшĕн дактилоскопи информацийĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çын хăй çинчен нимĕнле сведенисем те парайман чухне дактилоскопи унăн тăванĕсене çухалнă çыннине тупма май парать.

Дактилоскопи информацийĕн процедури сывлăхшăн хăрушă мар. Ăна гражданинăн Конституципе палăртнă мĕн пур прависемпе ирĕклĕхне пăхăнса ирттереççĕ.

Пĕчĕк ачасене, çула çитменнисене ашшĕ-амăшĕсем е опекунсем, попечительсем заявлени çырнипе дактилоскопи тăваççĕ.

Ирĕклĕ дактилоскопи регистрацине ирттерме гражданинăн УФ МС сотрудникĕсем патне заявлени, паспорт, 14 çула çитменнисен çурални çинчен свидетельство тăратмалла.

А.ВАСИЛЬЕВ,

Федерацин миграци службин Элĕк районĕнчи подразделенийĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика