АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турра асăнатăн – тухăç илетĕн

23 июня 2011 г.

Ялта, кил таврашĕнче мĕн пур ĕçсене ĕлĕк-авалтанах Турра асăнса, унран телей те ăнăçу пехиллеме ыйтса пуçăннă. Православи тĕнне ĕненекенсем «Çÿл тÿпери Турă» («Царь Небесный»), «Пирĕн Турă» кĕлĕсене вуланă. Пуринчен те аслă кĕлĕ вара ак çакă пулать: «Пĕтĕм ĕçсене пуçараканĕ – «Творче и создатель наших всяческих...» Ăна теплицăсем ăсталанă чухне те, йывăç тураттисене иртнĕ вăхăтра та вулаççĕ.

Анкартинче ĕçленĕ чухне «Во имя Отца и Сына и Святого Духа. Аминь» кĕлле вуламалла: «Турăçăм, Турăçăм, пире пулăшакан, пирĕн ĕçе пуçаракан – усал-тĕселтен упрасам пире, хăвăн тарçусене яланах пулăшса пыр, тыр-пул, пахча çимĕç ăнса çитĕнтĕр, пирĕн хисеплĕ Турă», – тесе вуламалла.

Чиркĕве çÿрекенсен çак кĕлĕ сăмахĕсене яланах асра тытмалла, вĕсене хут çине пăхмасăрах каламалла. Ку кĕлĕ сăмахĕсене каласан тыр-пул, пахча çимĕç ăнса пулать.

ВИКТОР иерей,

Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика