АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулĕ çине тухрĕç

29 июня 2011 г.

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче июнĕн 23-мĕшĕнче вун пĕрмĕш класс пĕтернисен ăсату каçĕ иртрĕ.

Ăна Элĕкри вăтам шкул директорĕ В.Волков уçрĕ. Вĕренсе пĕтерекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев та салам сăмахĕсем каларĕ.

– Яланах хăюллă пулмалла, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пĕлмелле тата вĕçне çитермелле. Сире сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп, – терĕ Леонид Анатольевич.

Элĕк район прокурорĕ Валерий Шоркин та хĕрсемпе каччăсене ăшă сăмахсем каласа саламларĕ.

Хыççăн вĕренсе пĕтернисене аттестатсем тыттарчĕç. Кăçал Элĕк шкулĕнчен 67 вĕренекен уйрăлчĕ. Вĕсем хушшинче ылтăн медальпе пĕтерекенни – Павел Павлов, кĕмĕл медальпе Александр Степанов пулчĕç.

Юлашкинчен ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе класс ертÿçисем сăмах илчĕç, шкул пĕтерекенсене пурнăçра ăнăçу сунчĕç.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика