АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕм çул ытла – алла-аллăн

29 июня 2011 г.

Раиса Николаевнăпа Лев Александрович Егоровсем – мăшăрсем. Çирĕм виçĕ çул пурнăç çулĕпе юнашар утаççĕ вĕсем. Лупашка ялĕнче тĕпленнĕ. Иккĕшĕ те ял хуçалăх ĕçĕсенчен уйрăлман.

– Тăван уй-хирте сахал мар çĕр сухаларăм, тырă акрăм. Вырма вăхăчĕ çитсен комбайн çине лараттăм. Çапла вун сакăр çул пĕр улшăнмасăр тимлерĕм, – тет Лев Егоров.

Мăшăрĕ Раиса бригада ĕçĕсенче тăрăшнă. Çум çумламалла-и, утă çулмалла-и, улмури тумалла-и, йĕтем çинче тырă аласа типĕтмелле-и – вăй-халне шеллемен çамрăк хĕрарăм.

– Сĕт-çу фермине те пăхса тăраттăмăр. Выльăхсене апатпа тивĕçтереттĕмĕр. Тислĕкне те сахал мар тасатнă, – хавхалансах калаçрĕ Раиса Николаевна.

Ял хуçалăх предприятийĕ аркансан ĕçсĕр тăрса юлнă мăшăрсем. Юлашки вăхăтра вара çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа пурăнаççĕ. Çĕнĕлле ĕçе кÿлĕннĕ-çке вĕсем. «Чăваш Енри ял хуçалăх продукчĕсем» общество уçăлни вĕсемшĕн çăлăнăç вырăннех пулса тăнă.

– Ĕç укçипе тивĕçтерсе тăни пире савăнтарать, – кăмăллăн пĕлтерчĕç Егоровсем.

Вĕсем килти хуçалăхĕнчен тупăш илессипе те тимлеççĕ. Ĕне, вăкăр та тытаççĕ, сад-пахчине те пăхса тăраççĕ.

Мăшăрсем виçĕ ачи пуррипе те телейлĕ.

Е. САВЕЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре:

Егоровсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика