29 июня 2011 г.
Турă çырнисем пĕр-пĕрне шыраса тупаççĕ, теççĕ. Крымсарайкка ял тăрăхĕнчи Хурăнсур ялĕнче пурăнакан Петровсемпе те çапла пулса тухнă.
Светлана патне пулас упăшки алăк умнех килнĕ. Ку вара ăнсăртран та пулнă темелле. Пĕррехинче Хурăнсурти Петровсем патне Çĕрпÿ районĕнчи ялтан хăнасем килнĕ. Вĕсен йышĕнче Славик ятлă яш та. Аслисем кĕрекере савăннă вăхăтра хĕрпе каччă хăвăртах паллашнă. Хыççăн пĕр-пĕрин хушшинчи туслă çыхăнусем юратăва та куçнă. Çапла туй тума та вăхăт çитнĕ. Халĕ, авă, пăх та кур – арăмĕпе упăшки Светланăпа Славик. Тăватă çул та çитнĕ унтанпа.
Çамрăк çемье Хурăнсуртах пурăнать. Светлана Георгиевна шут ĕçченĕнче вăй хунă. Вячеслав Рустикович вара столяр-платникра тăрăшнă. Аякри стройкăсене те ĕçлеме çÿренĕ. Халĕ те кайса килет.
Светланăн ашшĕ çĕнĕ çурт çĕклес енпе сахал мар тăрăшнă. Стенисене кирпĕчрен хăпартнă, тăррине тунă. Ытти ĕçсене, уйрăмах шалтисене, кĕрÿшĕ вĕçленĕ.
Турă пани алăк умне пĕр вăхăтрах килменни те паллă. Пĕрисем çăмăлттайланса 17-рех, теприсем чĕрĕк ĕмĕр пурăнсан, виççĕмĕшсем вăтăртан, хĕрĕхрен иртсен кăна пĕр-пĕрне суйласа илеççĕ. Вячеслав Рустикович та Элĕк Ен хĕрне виçĕ теçетке урлă каçсан шыраса тупнă.
Мĕнех, Петровсем пурнăç çулĕпе тивĕçлипе утса пыма ĕлкĕрсе пыраççĕ. Пĕчĕк кайăксем вĕсен пÿртне вĕçсе кĕнĕ ĕнтĕ. Выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ.
Е.ИВАНОВА.