29 июня 2011 г.
Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕсем ялан çул çинче. Водительсем хăвăртлăха ÿстермеççĕ-и, руль умне ÿсĕр пуçпа ларман-и тата ытти те канăçсăрлантарать куллен пакунлисене. Ĕçĕ çăмăл мар, сар хĕвел хĕртсе пăхать-и е çумăр хÿшкесе çăвать – çав-çавах дежурствăра инспекторсем. Çул çинче инкек-синкек ан пултăр тесе тăрăшаççĕ те вĕсем. Çитес кунсенче Раççейре ГИБДД йĕркеленнĕренпе 75 çул çитет. Уяв ячĕпе çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм кун-çул сунатăп.
В.АЛЕКСАНДРОВ,
районти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан.