29 июня 2011 г.
Симĕс чей тонуса хăпартать, унсăр пуçне вăл сиплĕхпе те палăрать.
Киот университечĕн профессорĕ Теиджи Уган палăртнă тăрăх, организм стронципе наркăмăшланнинчен те сиплет çак шĕвек.
Стронций организма апат-çимĕçпе лексен лейкеми е рак чирне аталантарать. Япун ăсчахĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, симĕс чей шăпах çак хăрушлăхран хăтарать.
Сиплĕ çак шĕвекпе ревматизмран, гепатитран, юн тымарĕсен чирĕнчен, атеросклерозран, юн пусăмĕ виçерен ÿснинчен сипленеççĕ. Çавăн пекех вăл вар-хырăм тифĕнчен тата юнлă вар виттирен те лайăх. Ăна шăк хăмпинче, пĕверте тата пÿрере чул пухăнасран та ĕçеççĕ. Хăватлă симĕс чейпе пуç мимине юн кайсан, хырăмлăхпа пыршăсен çулĕ чирлесен усă кураççĕ.