29 июня 2011 г.
Шкул пĕтерни кашни çыншăн чи хумхануллă та манăçми самантсенчен пĕри пулса тăрать. Мăн Вылă шкулĕнче пурĕ 174 ача ăс пухать. Кăçал вун пĕрмĕшсем вун тăваттăн шкулпа сывпуллашрĕç.
Савăнăçлă та хумхануллă уява шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.А.Шашкина уçрĕ, малашлăхра ăнăçу сунчĕ.
– Сирĕн умра интереслĕ пурнăç, пуласлăх. Ăна мĕнле йĕркелесси хăвăртан çеç килет, – ăшă сăмахсем каласа хавхалантарчĕ яшсемпе хĕрсене Элĕк районĕн прокурорĕ В.В.Шоркин.
Унтан савăнăçлă лару-тăрура шкултан вĕренсе тухакансене алла аттестат тыттарчĕç. Яшсемпе хĕрсем вĕрентекенсене тав сăмахĕ каласа пĕчĕк концерт кăтартрĕç.
Пултаруллă та маттур ачасене К. Павлована, С. Петрована тата ытти пултаруллă яшсемпе хĕрсене вĕренÿре, обществăлла ĕçсенче хастарлăх, тÿрĕ кăмăллăх кăтартнăшăн тав хучĕсем парса чысларĕç.
Кăçалхи çул Руслан Михайловпа Анастасия Матвеевашăн уйрăмах асра юлĕ. Вĕсем Мăн Вылă шкулĕнчен хĕрлĕ аттестатпа тата ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕç.
Вун пĕрмĕшсен йышĕнче отличниксем те, ударниксем те чылай, япăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынисем çук.
В.НИКИФОРОВА