АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тукачра телей тупнă

29 июня 2011 г.

Илемлĕ чăваш чĕлхипе калаçать ку хĕрарăм. Сăн-пичĕ те ырă. Кашни сăмаха шухăшласа, васкамасăр калать. Пĕрре пăхсанах чăваш хĕрарăмĕ теме пулать ăна. Йăнăшрăм иккен. Валентина Михайловна Омск облаçĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те унтах иртнĕ унăн. Вырăс хĕрĕпе Тукач каччи Алик Янович Свердловск хулинче паллашнă. Çамрăк каччă салтак тивĕçне унта пурнăçланă пулнă. Пĕрре курсах килĕштернĕ пĕр-пĕрне хĕрпе каччă. Хăйсен туйăмĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн Тукач каччи вырăсла калаçакан Вальăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Вун саккăрти хĕр ют çĕре пурăнма каяссинчен те хăраман. Савнă çыннипе 1968 çулта Чăваш Республикине килнĕ.

Интереслĕ пурнăç пуçланса кайнă Яновичсен килĕнче. Вырăс хĕрарăмĕ, ялти пурнăçа хăнăхманскер, мĕн ĕçлемеллине те пĕлмен. Юрать-ха, мăшăрĕ вĕрентсе пынă ăна. Малтанлăха, паллах, пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма питĕ йывăр пулнă вĕсене.

– Манăн хунямапа хуняçа питĕ ырăччĕ. Тукача качча килсен эпĕ ялти ĕçсене нимĕн те тума пĕлмен. Хуняма мана ĕне сума та, чăвашла калаçма та, чăваш сăрине тума та, апат-çимĕç пĕçерме те вĕрентрĕ, – аса илчĕ иртнĕ вăхăтсене Валентина Михайловна.

Хуняшшĕпе хунямăшĕ ывăлĕпе кинĕн ачисене тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратассишĕн хытă тăрăшнă. Чи интересли тата – Яновичсен виçĕ ывăлĕн мăшăрĕсем те вырăссем.

– Манăн хуняман та кинĕсем вырăс, халĕ хамăн ывăлсен мăшăрĕсем те чăвашсем мар, – куларах калаçрĕ В.Янович.

Валентина Михайловна качча тухсанах Элĕкре ĕçе вырнаçнă. Çĕвĕçре хĕрĕх çула яхăн тăрăшнă. Мăшăрĕ Алик Петрович совхозра агрономра ĕçленĕ, управляющи тивĕçĕсене те пурнăçласа пынă. Анчах та мăшăрĕпе, мăнукĕсемпе нумаях савăнса пурăнайман, вун тăватă çул каялла сарăмсăр пурнăçран уйрăлнă. Çапах та Яновичсем ачисене ура çине тăратма пултарнă, ĕçчен çынсем çитĕнтернĕ. Пĕри, акă, Тукачра виçĕ хутлă капмар çурт çĕклесе лартнă.

Халĕ ăна никам та вырăс çынни тесе калас çук. Калаçăвĕпе те, çи-пуçĕпе те Валентина Михайловна чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ пекех.

М.ШОРИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика