29 июня 2011 г.
«Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать», – тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Чăнах та эрех ĕçсен хамăр мĕн тунине ăнланми пулатпăр. Киревсĕр ĕçсем туса хурсан вара каçару ыйтма та хăяймастпăр. Ĕçсе харкашни вара яланах мĕн патне те пулин илсе çитерет.
Ярхуньушкăнь ялĕнче пурăнакан А.Петровăн та хăйĕн хăтланăвĕсемшĕн явап тытмалла пулса тухнă. Вăл пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче каçхи çичĕ сехетре Чартакра пурăнакан Федоровсен килне пырса кĕнĕ. Кил хуçи арçынĕ çывăрнипе усă курса Александр хĕрарăмран кĕсье телефонне калаçма ыйтать. 10 минут иртсен хĕрарăм ăна каялла тавăрса памаллине аса илтерет. Арçынна çакă килĕшмест, тарăхса кайнипе хĕрарăма хĕнеме тытăнать. Ăна кĕлеткен тĕрлĕ вырăнĕсенчен тапса çапса пĕтерет. Кун пек туни çитмест-ха, вăл Федорован «Билайн А100» маркăллă телефонне хăйпе пĕрле илсе каять. Хĕрарăм ыратнине тÿсейменнипе кăшкăрса ярать, упăшкине чĕнме кĕрет. Анчах та упăшки урама тухнă çĕре Петров тарса çухалать. Кĕлетке ыратнине пула Федорова икĕ кун вырăн çинчен те тăраймасть.
Пулса иртнĕ хыççăн тепĕр кунне упăшки Петров патне каять. Мăшăрĕн телефонне тавăрса пама ыйтать, анчах та лешĕ ăçта хунине ас тăвайманнине пĕлтерет. Федорова çав кунах аран-аран урама утса тухса кÿршĕ хĕрарăмне кĕлетке çинчи кăваксене кăтартать, пулса иртни пирки каласа парать. Кун хыççăн Федоровсем иккĕшĕ те Петров патне кайса телефона каялла тавăрса пама ыйтаççĕ, анчах та çамрăк вĕсене телефона çухатнине, çавăнпа çĕннине илсе парассине пĕлтернĕ. Анчах та чылай вăхăт кĕтсен те Петров каланă сăмахне тытни палăрмасть. Телефона тавăрса памасть.
Çапла майпа çамрăк саккуна пăснă. Ăна условнăй майпа виçĕ çуллăха ирĕкрен хăтармалла тунă.
Н. СВИСТКОВ,
шалти ĕçсен пайĕн аслă следователĕ.