29 июня 2011 г.
...Купăс калама хăй тĕллĕн вĕреннĕ Пранька культура çуртне ертсе пынă, шăпчăк сассиллĕ ентешĕсене пухса унта хор йĕркеленĕ. Çав ушкăн районти юрă-ташă ăстисен смотрĕсенче пĕрре кăна мар малти вырăна тухнă, республикăн тĕп хулинче те пултарулăхне кăтартма тивĕç пулнă.
Каччăн савнă пики Любава уçă сассипе палăрса тăнă, юрă пуçлаканĕ шутланнă. Пĕр-пĕрне юратакан икĕ çамрăк пĕрлешме шухăшланă. Каччăн амăшĕ вара: «Çав хĕр пирĕн киле кĕме мар, хапха алăкĕ умне те ан пытăр», – тенĕ пулать. Вăл çапла каласа-тиркесе ывăлĕн ĕмĕтне-пуласлăхне татнă.
Пранька хăй сисмесĕрех эрех-сăрапа туслашнă, алли пĕр ĕç патне те пыман. Юлашкинчен ĕçкĕçе тухнăскере «симĕс çĕлен» вилмеллех сăхнă.
Çапла, хавшак чунлисемшĕн пурнăçра чылай пулăм пĕрешкел килет. Йывăрлăх сиксе тухсанах вĕсем çухалса каяççĕ, ăна хаяр шĕвекпе ирттерме пулать тесе шухăшлаççĕ. Çывăх çыннисем, уйрăмах амăшĕсем, çăлăнăç тупма пулăшас вырăнне чунри сурана вăйлатмалли сăлтав тупсах тăраççĕ – ывăлĕ мăшăр тума суйланă çынна тиркеççĕ-хурлаççĕ. Юратнă тĕпренчĕкне ют çын туртса илесрен шикленсе çапла тăваççĕ пулинех. Тĕрĕссипе, вĕсен телейĕшĕн савăнмалла аслисен, çамрăксене хавхалантарса пымалла. Унсăр пуçне яш-кĕрĕмĕн те кăмăла çирĕплетмелле, хăйсен кун-çулне йĕркелессишĕн çине тăрса тăрăшмалла. Яваплăрах пулмалла эппин. Эрех кĕленчине путса пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни – çăлăнăç мар.
Ăсан УÇĂПĔ.