29 июня 2011 г.
Сăвăр – пĕчĕк хăравçă чĕр чун. Кĕлетке вăрăмăшĕ çур метр (çав шутран хÿри 15 сантиметр). Хăй сакăр килограма çити тайма пултарать. Сăвăр ытларах кĕске курăклă уйсенче пурăнать. Хĕлле хăйне валли апат-çимĕç хатĕрлемест. Август уйăхĕнчен пуçласа улăм пуçтарать. Хĕл каçма ăшă вырăн хатĕрлет. Сăвăр 15 çула çитиех пурăнса çитерме пултарать. Ĕлĕкренех сăвăр çине унăн хитре те чаплă тирĕшĕн (кĕрĕкĕшĕн) сунара тухнă. Ашĕпе çăвĕ те çынсене килĕшнĕ. Вĕсен çăмĕ июль вĕçĕчченех хатĕрленет. Çавна май июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче сăвăр çине пĕр уйăхлăх сунар пуçланать. Çак чĕр чунсем ытларах Çирĕккасси, Вылпасар, Кивуй, Этмен тăрăхĕсенче тĕл пулаççĕ. Сунара ятарласа панă лицензисĕр тухма юраманнине асра тытмалла. Унсăрăн штраф параççĕ, лицензи прависĕр хăвараççĕ. Енчен те штраф пилĕк пинрен иртрĕ пулсан уголовлă ĕç пуçараççĕ. Лицензи правинчен хăтарнă чухне пĕр-икĕ çуллăхах туртса илеççĕ.
Июлĕн 1-мĕшĕнче тахçанхи РУНО çуртĕнче (Элĕк сали, Октябрьски урамĕ, 17 çурт) 8 сехетрен пуçласа кивĕ департамент билечĕсене улăштарса парĕç. Кирек хăçан та сунара тухса çÿреме юраманнине манмалла мар.
Ю. МИХАЙЛОВ,
Элĕк районĕнчи патшалăх сунарпа
пулă службин инспекторĕ.