02 июля 2011 г.
Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, йăл кулăпа çиçекен сăн-питлĕ хĕрарăм пурăнать Тени салинче. Ку вăл – фельдшер-акушер пункчĕн заведующийĕ Надежда Чернова.
Каç пулать-и, ир пулать е кăнтăрла – кирек хăçан та çынна пулăшма хатĕр ял тухтăрĕ. Хăйĕн ĕçне пит ăста пĕлет вăл, пурне те юратса пурнăçлать, вăхăтра пулăшу пама тăрăшать. Çавăнпах пулĕ ун патне хуть те хăçан та вăй питтисем те, çамрăккисем те сиплев пулăшăвĕ ыйтма пыраççĕ. Чирлĕ çын утса çÿреме вăй-хал çитереймерĕ-и; Ÿркенсе тăмасть Надежда Васильевна – килнех пырса каять. Вăл – терапевт та, акушерка та, сиплев ĕçĕн урăх йышши специалисчĕ те. Ку çеç тетĕр-и; Ял тухтăрĕ ку тăрăхри культура мероприятийĕсене те хаваспах хутшăнать.