02 июля 2011 г.
Шăпăрлан Юрасовсем, хăйсене çуратнă ашшĕн тата амăшĕн прависене туртса илнĕ пирки, тăлăххăн ÿснĕ, ачасене Улатăр хулинчи социаллă приюта ăсатнă. Тĕлĕнмелле те, ачасене тăванĕ-хурăнташĕсем те сăпкара сиктерсе лăпкама шутламан.
Çапах асамçă пурах-мĕн. Паян тăваттăри Алевтинăпа çулталăк çурăри Светлана Григорьевсен çемйинче кил ăшшине тупнă. Аслисем ачасене чунтанах кĕтнĕ, ачасем валли веçех хатĕрленĕ: пĕчĕк краватьсем, теттесем, çи-пуçсемпе чăлха-нускисем.