02 июля 2011 г.
РФ Пенси фончĕн Элĕк районĕнчи управленийĕ, «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен» федераллă саккуна пурнăçласа, Амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификатне парасси çинчен, ачаллă çемьесене патшалăхăн хушма пулăшăвне парассипе ăнлантару ĕçĕсем ирттерессипе заявленисем йышăнать.
Иртнĕ тăватă уйăхра кăна Пенси фондне Амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификатне парасси çинчен 52 заявлени пынă. Çав шутран 36-шне иккĕмĕш ача, 16-шне виçĕ е ытларах ача çуратнă хĕрарăмсем панă, 49 заявлени тăрăх патшалăх сертификатне парасси çинчен решени йышăннă. 42 патшалăх сертификатне панă.
Амăшĕн капиталĕ 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕни паллă ĕнтĕ. Унпа иккĕмĕш е ытларах ача çуралнă хыççăн усă курма право пур. Кăçалхи çулшăн Амăшĕн капиталĕн виçи – 365698, 40 тенкĕ. Унăн виçине çулленех патшалăх индексацилет.
Амăшĕн капиталĕн шучĕпе 29 çемье кредит тÿленĕ çĕрте 9,7 миллион тенкĕлĕх усă курчĕç. 3 çемье пурăнмалли çурт-йĕр туянма 999,820 пин тенкĕ ярса пачĕç.
2011 çулта 20 çын пĕр хутчен тÿлеве 240 пин тенкĕ илчĕç.
Л.ВИКТОРОВА,
Пенси фончĕн управленийĕн начальникĕ.