02 июля 2011 г.
«Пурнăç пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар», – тесе ваттисем ахальтен каламан ĕнтĕ. Ярхуньушкăнь ялĕнчи Александр Семьянинăн, сăмахран, мĕншĕн пăшăрханас; Килĕ-çурчĕ кермен пек. Юратнă мăшăрĕ те çумрах. Пурнăçра вара йывăрлăхсемсĕр мар, паллах. Йÿççи те пылакки те пур унта. Йывăрлăхсăрах мар пулĕ никамăн та. Александр Миронович та çавнах çирĕплетсе каларĕ. Çичĕ теçетке хушшинче темĕн те тÿссе ирттерме тивнĕ унăн. Пуçа усманни çеç малтан-мала кайма хистенĕ ăна. Пурнăçа тивĕçлипе ирттермелле тени вара уншăн тĕллев пулса тăнă. Ял çыннин çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăнмаллине те ачаранах тĕпе хунă.
Александр Миронович 1939 çулта Сурăмварри ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ачалăхĕ те унтах иртнĕ унăн. Шкулта çичĕ класс çеç вĕреннĕ вăл.
– Пирĕн вăхăтрисен пурнăçĕ çăмăлах пулман. Хальхи пурнăçпа танлаштарсан ытла та йывăр пулнă-çке, – каласа парать ĕç ветеранĕ.
Çамрăклах тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçланă А.Семьянин. Вăл вăхăтра комсомол путевкисемпе ют хуласене те ĕçлеме янă. Александр Миронович Печорострой хулинче чукун çулсем тунă çĕрте тăрăшнă. Унăн Казахстан çĕрĕ çинче те пулма тÿр килнĕ. Караганда хулинче тракторист профессине алла илнĕ хыççăн тăван çĕршыва таврăннă. Çамрăк каччăна тÿрех трактор штурвалне шанса панă. Ятлă çамрăка валли чипер те сăпайлă хĕр кÿршĕри Ярхуньушкăнь ялĕнчех тупăннă. Мăшăрĕн амăшĕ чирлĕ пулнăран тин çеç пĕрлешнĕ Семьянинсем Ярхуньушкăнь ялĕнче пурăнма килĕшеççĕ. Хĕрĕх тăватă çул пурнăç урапине пĕр тикĕссĕн кустараççĕ вĕсем.
Туслă та килĕшÿллĕ çемьере пĕр ывăлпа пĕр хĕр кун çути курнă. Халĕ, авă, кашниех ÿссе çитĕннĕ, пурнăçра вырăн тупнă. Света хĕрĕ Канаш хулинче тĕпленнĕ, вĕрентекенре тăрăшать. Саша ывăлĕ вара тĕп килте ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать. Ватăсемшĕн тĕрев шутланать. Александр Миронович çичĕ теçеткерен каçнă пулсан та килти хуçалăхра ывăлĕпе пĕрле тăрăшать. Хĕрĕх тăватă çул трактор штурвалне алран яманскер пĕр кун та ĕçсĕр лараймасть, мĕн те пулин ĕçлемелли тупатех. Мăшăрĕ те питĕ ĕçчен çын. Уйрăмах пÿртри ĕçсем ун çине тиенеççĕ. Кил-çурта тирпейлĕ тытать вăл.
Семьянинсем ял-йышра та хисепре. Çынна пулăшма яланах хавас вĕсем.
В.НИКИФОРОВА.