06 июля 2011 г.
Ача садне çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен тÿлевĕн пайне компенсацилессипе районта республика программи пурнăçа кĕрсе пырать. Ашшĕ-амăшĕсем банк счечĕ çинчи тÿлевсене кварталта пĕрре илеççĕ. Çемьери пĕрремĕш ачашăн компенсаци ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕн виçин 20 проценчĕпе, иккĕмĕшĕшĕн – 50, виçĕ тата ытларах ачасемшĕн 70 процентпа танлашать.
Ачасене ача садĕнче пăхса усранăшăн ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕн пайне компенсаци субсидине пама районта кăçал 786300 тенкĕ пăхса хăварнă. Январь-июнь уйăхĕсенче компенсаци тÿлевĕн тăкакĕсем 314500 тенкĕ пулнă. Компенсацие пурĕ 204 çын илнĕ.