06 июля 2011 г.
Район администрацийĕн административлă комиссийĕ кăçалхи çур çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.
Комисси ларăвĕнче право йĕркине административлă майпа пăснă 123 ĕç пăхса тухнă. Пурте вĕсем Чăваш Республикин «Хуласемпе поселоксенче тата ялсенче тирпей-илем кĕртмелли правилăсене пăсни» саккуна пăхăнманнипе çыхăннă. Çавăншăн 38 гражданина пĕтĕмпе 6 пин те 200 тенкĕлĕх штраф панă, 2 пин те 300 тенкине шыраса илнĕ, 85 çынна асăрхаттарса хăварнă.
Паллах, административлă комиссин тĕллевĕ – айăпа кĕнисене çирĕп явап тыттарасси мар, саккун йĕркисене тĕрĕс пăхăнса пурăнасси çинчен асăрхаттарса тăрасси. Тасалăхпа тирпей-илем хамăршăнах мар-и-ха;
Ялсемпе урамсем, район центрĕ яланах таса та илемлĕ пулни сывлăхшăн усăллă вĕт-ха, санитарипе гигиена, экологи лайăхланса пырать. Çакна асра тытар: район вăл – пирĕн пĕрлехи çурт, ăна йĕркеллĕ тытса тăрассишĕн пурте пĕрле тăрăшар.
В.ГЕН.