06 июля 2011 г.
Ĕçлĕ пурнăçăм ял хуçалăхĕпе çыхăннине шута илсе, манăçа тухса пыракан выльăх апачлĕх культурăсене аса илме шутларăм.
«Уй-хир пики» ята тивĕçнĕччĕ иртнĕ ĕмĕрĕн варринелле пирĕн уйсенче ешерме пуçланă хÿхĕм çитĕнекен кукуруза. Çĕр-шыв ертÿçи Н.Хрущев хистенипе акса ÿстерме пуçларĕç пирĕн тăрăхра çак культурăна. Кĕске вăхăтра вăл выльăх апачлĕх çитĕнтерекен культурăсем хушшинче тĕп вырăн йышăннăччĕ. Икĕ-виçĕ метр çÿллĕшне çĕкленетчĕ кукуруза. Пĕр гектартан тухакан симĕс массăн тухăçĕ пин центнертан та иртетчĕ. Хуçалăхĕсенче кукурузăран хатĕрленĕ силос ĕне выльăхшăн тĕп апат шутланнă. Халĕ кукуруза çинчен пачах та мантăмăр тесен те йăнăш пулмасть. Кукуруза питех те пысăк тухăçлă культура терĕмĕр. Анчах та унăн массинче белок çителĕксĕр пулни тутлăхлă япаласен шайлашăвне тивĕçтермен. Çавăнпа ăна пăрçа улăмĕпе хутăш силослама сĕнетчĕç, нумай чухне çапла тунă та. Белокпа нимĕç пăрçи (конские бобы) питех те пуян. Çакна шута илсе малта пыракан хуçалăхсем кукурузăна нимĕç пăрçипе хутăш акса çитĕнтернĕ. Белок шайлашăвне татса парас тĕллевпе кукурузăна хĕвел çаврăнăшĕпе хутăш та акнă. Халĕ вара эпĕ ас илнĕ выльăх апачлĕх виçĕ культурăна пусă çаврăнăшĕнче курма та çук.
Хĕрлĕ пуçлă клевера эпир кашниех лайăх пĕлетпĕр. Епле хÿхĕм çитĕнетчĕ вăл хăй вăхăтĕнче. Çÿллĕ те çăра çитĕннĕ курăка çавапа çулма та йывăрччĕ. Клевер ути тутлăхлă япаласемпе пуян. Çавăнпах ĕнтĕ технологине пăхăнса хатĕрленĕ клевер утипе тăрантарнă ĕне пахалăхлă та пысăк хисеппе сĕт антарнине палăртнă. Малта пыракан хуçалăхсем клевер утине туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Клевер çитĕннĕ уй азотпа пуянланать, тăпран структури лайăхланать.
Юлашки çулсенче хуçалăхсенче пĕр люцерна çине кăна тимлĕх уйăрни сисĕнет. Ман шутпа, ку питех те çителĕксĕр. Кукуруза, нимĕç пăрçи, илепер, хĕрлĕ клевер валли те пусă çаврăнăшĕнче вырăн пулмаллах.
Н. СЕРГЕЕВ,
Вăрманкас ялĕ.