06 июля 2011 г.
Тавăт ял тăрăхĕнчи Павлушкăне пысăк ялсен шутне кĕртеймĕн. Ячĕ вара хăйĕн темиçе те иккен. Пĕрисем Пĕчĕк Мĕлĕш, теприсем Çĕнушкăнь Мĕлĕш теççĕ-мĕн ăна. Ахальтен мар ку тăрăхра халапĕ те çÿрет. Ĕлĕк-авал пилĕк Мĕлĕш пĕр ял пулнă, теççĕ. Вĕсем каярах саланса кайнă. Павлуш ятлă арçын ертсе пынипе лапам вырăнта пуçланса кайнă та ял.
Аякран пăхсан-и – питех курăнмасть вăл. Юрать-ха тап-такăр çулĕ унта илсе çитерчĕ. Асфальт сарнăскер авкаланса урам тăршшĕпех тăсăлать.
Пур çĕрти пекех яла çуллахи илемлĕ сăн кĕрсе пыни те сисĕнчĕ. Çыннисем вара малтанах курăнмарĕç. Пĕр килтен икĕ ватă качакасем çавăтса тухнине асăрхасан кăмăл çĕкленнĕ пек пулчĕ. Кĕçех кусем мăшăрсем пулнине те пĕлтĕм. Мария Яковлевнăна Иван Алексеевич Алексеевсем юлашки вăхăтра иккĕшех пурăнаççĕ-мĕн.
– Кил хушши тулли выльăх-чĕрлĕх тытаттăмăр. Ватăлтăмăр та качака усраса пăхас терĕмĕр. Пире вĕсемпе ĕçлĕ пулни те лайăх. Çу кунĕсенче симĕс курăк çинче кăкарса усратпăр, – сăмах ваклама ÿркенмерĕ ялти пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ.
Мăшăрсем пилĕк ача пăхса ÿстернĕ. Пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Виçĕ ывăлĕпе икĕ хĕрĕ хăйсемшĕн кăна мар, тăван çĕр-шывшăн та усăллă çынсем пулса тăнă. Кĕçĕн ывăлĕ Василий ялах уйрăлса тухса хăтлă кил-çурт çавăрнă. Вĕрентекен профессине илнĕскер Тавăт шкулĕнче ĕçлет. Василий Ивановичăн мăшăрĕ Алевтина Марковна та çавăнтах ачасене вĕрентет. Учительница ял çыннисемпе те туслă çыхăнура. Вĕсене хаçат-журналпа тивĕçтерме те вăхăт тупать.
Павлушкăньре вĕрентекенсем татах та пур-ха. Ял вĕçĕнчех пурăнакан Альбина Сергеевна Иванова та вăйпитти вăхăтне шкулта ĕçлесе ирттернĕ. Халĕ вара ял пурнăçĕпе киленет. Çу кунĕнче çăтмахри пекех туять вăл хăйне. Унăн килĕ умĕнченех улăх-çаран пуçланать. Шăнкăртатса выртакан шывĕ те аякрах мар. Вĕрентекен тенĕрен ку специальноçе илни ялта татах та пур. Маргарита Зиновьевна Николаева та Тавăт шкулĕнче тăрăшать. Унăн мăшăрĕ, Станислав Семенович, аслă пĕлÿллĕ агроном, хальхи пурнăç уттинчен юлас темен.
Вăл хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелесе янă. Ял çыннисен пай çĕрĕсене те арендăна илнĕ. Вăтăр гектар лаптăкпа тухăçлă усă курассишĕн тăрăшать. Тĕш тырă культурисене, çĕр улми туса илессипе тимлет. Пахча-çимĕçсенчен те тупăш илме тĕллев лартнă. Çавна май килти хуçалăхĕнче ятарласа хранилище çĕкленĕ. Ăна тăван ялĕ ватăлса пыни вара пăшăрхантарать.
– Пушă пÿртсем хушăнсах пыраççĕ. Çамрăк çемьесем сахал. Ачасен хаваслă сассисене илтейместпĕр. Ял касăвĕ те палăрмаллах пĕчĕкленчĕ, – терĕ Станислав Семенович.
Павлушкăнь хăй вăхăтĕнче ятлă-сумлă çынсем сахал мар кăларнă. Пĕчĕкскер, малашлăхсăрскер тени чылай яшсемпе хĕрсене шиклентерни те паллах. Вĕсем ирĕкке иленнĕ те каялла таврăнас темен. Район пурнăçĕнче паллă йĕр хăварнисене вара асăнмасăр иртеймĕн. Геннадий Михайлов, акă, культура пайне ертсе пычĕ, ытти яваплă должноçсенче те тимлерĕ. Валериан Николаев пирки те çавнах каламалла. Вăл пĕр вăхăт районти çут ĕç пайĕн заведующийĕ пулчĕ. Элĕк ял тăрăхне те ертсе пычĕ.
Ватăлни палăрать пулин те малашлăхсăр мар-ха Павлушкăнь. Тĕтĕм сÿннĕ кил-хуçалăхсемпе юнашар кермен евĕр илĕртÿллисем те пур. Ял сăн-сăпатне çĕнетсе улăштарассипе ĕçлекен те палăрать. Иван Алексеев ĕçпе вăрçă ветеранĕ, сăмахран, Мĕлĕш тăрăхĕнче кăна мар, Элĕк Енре те чăн-чăн çут çанталăк тусĕ. Хăй ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ йывăç-курăк лартса чĕртнĕ-ши вăл; Хуравне итлеме кăмăллă пулчĕ. «Йĕри-таврари манăн вăрмансем 50-60 гектар йышăнаççĕ пулĕ,» – терĕ хура-шур курнăскер.
Çав хушăрах тирпей илеме хакламаннисем те пур-ха. Яла пырса кĕнĕ тĕлти йывăçсен тăрăхне, çырмана, çÿпĕ-çапă, ăпăр-тапăр пăрахса тултарнă. «Свалкăна» çавăнта уçни вара пачах та килĕшÿллĕ мар, хăшĕ-пĕрин тирпейсĕрлĕхĕпе чунсăрлăхне кăна кăтартать.
Елена ТИМОФЕЕВА.