06 июля 2011 г.
Кирек хăш çын та ÿссе çитсен хăйне валли тивĕçлĕ мăшăр тупма ĕмĕтленет. Хитекушкăнь ялĕнче пурăнакан Ирина Никитина та ача чухнех çакăн пирки шутланă, çутă малашлăха ĕненнĕ.
Мăн Вылă ялĕнче иртнĕ унăн ачалăхĕ. Нумай ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕ вăл. Кирилловсем пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Виçĕ хĕрпе икĕ ывăл пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек çитĕннĕ. Анчах шел те, Николай Кириллов ачисем ÿссе çитĕннине курайман, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Екатерина Марковна тĕпренчĕкĕсене пĕчченех ура çине тăратнă, упăшкин тăванĕсем те сахал мар пулăшнă ăна. Халĕ Кирилловсен ачисем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ. Сашăпа Оля тĕп хулара пурăнаççĕ, ыттисем вара районти ялсенче хăйсен мăшăрĕсене тупнă.
Ирина хăйĕн мăшăрĕпе тăван ялтах паллашнă. Толя Мăн Вылăна аппăшĕ патне хăнана килсе çÿренĕ. Пĕрре мар асăрханă ăна хĕр пĕрчи. Унăн амăшĕ Тольăн аппăшĕпе туслă пулнă. Толя та хитре хĕре сăнанă. Пĕррехинче çапла хăнана кайсан Хитекушкăнь каччи Иринăна машина çине лартса хăй ялне илсе килнĕ.
– Кĕр мăнтăрĕпе туй кĕрлеттертĕмĕр. Вĕренме каяс ĕмĕтлĕччĕ, çĕвĕçĕ пулма шутланă эпĕ. Çапла вара шухăшăм татăлчĕ. Уншăн пачах та кулянмастăп,– терĕ çамрăк хĕрарăм.
Качча тухсанах Ирина ĕçе тытăнать, малтанах конюхра тăрăшать, дояркăра та ĕçлет. Пĕчĕк ачисене мăшăрĕн асламăшĕпе лартса хăварать. Ачисем çулталăка çитичченех ĕçе тухать хĕрарăм. Мăшăрĕ пĕр вăхăт трактористра ĕçлет, халĕ вара ют хуласемпе облаçсене шапашкăна çÿрет. Тирпейлĕхе, илемлĕхе юратать Ирина Никитина. Унăн амăшĕ те хăтлăха кăмăллатчĕ, тĕрлетчĕ, çыхатчĕ. Çак туртăм ăна ахăртнех амăшĕнчен куçнă пулĕ. Ĕçчен хĕрарăм пур енĕпе те ăста. Юрлас-ташлас туртăм вăйлă унăн. Сасси вара уçă та янăравлă.
Никитинсем виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Картишĕ тулли выльăх-чĕрлĕх çамрăк мăшăрăн. Сад-пахчинчен те тупăш илеççĕ, кил-çуртне те çирĕплетсех тăраççĕ.
– Мăшăрăм вара тутлă апат пĕçерессипе питĕ маттур, – сăмах патне кивçене каймарĕ Иринăн упăшки.
Пĕр-пĕрне ăнланма пĕлни – телей. Çакна тĕпе хурса пурăнаççĕ Никитинсем. Ĕçрен хăрамаççĕ Иринăпа Толя. Çулсеренех хуралтăсене çĕнетеççĕ. Ĕçленипе пĕрлех канма та пĕлеççĕ.
В.НИКИФОРОВА.