АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туянса памарĕ

06 июля 2011 г.

Владик шкултан таврăнсан апатланнă хыççăн хăйсен урамĕнчи юлташĕ патне выляма каятчĕ. Паян вара амăшĕнчен укçа ыйтса илчĕ те ял варринче ларакан лавккана мороженăй туянма тухса утрĕ. Унта ăна хаваслăрах. Вăй питти çамрăксем кулленех эрех-сăрапа хăналанаççĕ. Ача аслисене тимлĕ сăнать. Вĕсем мĕн калаçнине итлет.

Акă лавккана Соня аппа кĕрсе кайнине асăрхарĕ. Пĕрле вылякан юлташне урама хăварчĕ те, хĕрарăм хыççăн кĕчĕ.

– Мороженăй çиес килет, туянса пар-ха; – ыйтрĕ инкĕшĕнчен.

– Укçа çук. Манăн хамăн та мăнуксем пур-çке, вĕсем те çиесшĕн, – хуравларĕ Соня.

– Эсĕ халĕ кăна мороженăй туянса çирĕн вĕт-ха, – шалт кĕтмен-çĕртен калаçăва хутшăнчĕ çамрăк сутуçă.

Ĕç-пуç çавăн пек çаврăнса тухасса кĕтмен Владик лавккаран шăппăн тухса утрĕ. Амăшĕн иккĕмĕш класра вĕренекен ывăлĕпе кăсăкланма пушă вăхăчĕ те сахалтарах. Иккĕмĕш упăшкинчен пĕчĕк хĕр ача пур. Çитменнине тата мăшăрĕ те укçа тума аякка ĕçлеме çÿрет. Владикăн амăшĕ вуласа панă «Çичĕ путек» юмахри кашкăр пек чее те вăйлă пулас килет.

Лев МЕДВЕДЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика