06 июля 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Правительстви кăçалхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче «РФ Шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕнче регистрациленĕ автотранспорт хатĕрĕсемпе прицепсене техника тĕрĕслевĕсем ирттермелли улшăнусем çинчен» йышăну кăларнă.
Кĕскен çак йышăну çинчен ăнлантарсах парасшăн. 3,5 тонна тиекен автомобильсемпе прицепсене, çурма прицепсене, çавăн пекех мототранспорт хатĕрĕсене техника тĕрĕслевĕ ирттермелли срока 12 уйăха тăснă.
Енчен те транспорт хатĕрĕсене тытса пымалли тата вĕсене çул çине кăлармалли вăхăт 2011 çулта вĕçленет пулсан, çакă правăна административлă йĕркепе пăсни шутланмасть. ГОСТăн «Автотранспорт хатĕрĕсем. Техника тĕрĕслевĕпе меслечĕсене ирттермелли требованисем çинчен» йышăнупа килĕшÿллĕн техника тĕрĕслевне органолентика меслечĕсемпе ирттерме пăхнă.
Çакна шута илсе, хăш-пĕр улшăнусемпе паллаштарасшăн. Техника тĕрĕслевне ирттернĕ чухне автоинспекцире ĕçлекен яваплă çынсен питĕ тимлĕ пулмалла. Техосмотрта пулакан автотранспорт хуçисен талон дубликачĕсенче транспорт хатĕрĕсене 2012 çулта хăш уйăхра тĕрĕслевре пулмаллине кăтартмалла.
Г.КАЗЫКИН,
çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕ.