06 июля 2011 г.
Пĕрре вăрлама хăнăхнă çын кил-çурт таврашне кĕрсе ют пурлăха хапсăнма, сунтăхсемпе кĕсьесене ухтарма пăрахмасть теççĕ те, пирĕн инспекцие те çакланаççĕ ун пеккисем.
Мăн Тукташри Анатолий Селивестров – вăтам çулсенчи вăйпитти арçын, вăл 1966 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ, авланман, ниçта та ĕçлемен. 2010 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче ăна уголовнăй айăплавсене пурнăçлакан инспекцире учета тăратрăмăр.
Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ха çак гражданин; Вăрă ĕçĕпе аппаланнă иккен вăл, сумкăран чылай укçа вăрласа тухнă, çапла майпа самай пысăк тăкак кÿнĕ. 2010 çулхи çĕртме уйăхĕн пĕр каçĕнче А.Селивестров хăйсен ялĕнчи Ф.Тимофеев килĕнче кил хуçипе тата çемье çыннисемпе пĕрле эрех ĕçнĕ. Ларсан-ларсан Тимофеевсем çывăрма выртаççĕ. Çакăнпа усă курма шутлать те ĕнтĕ Анатолий. Ф.Тимофеев тарăн ыйха путсанах вăл унăн минтерĕ айĕнчи сумкăран 34 пин тенкĕ пĕçертсе тухать.
Укçа çухалнине сисеççĕ те Тимофеевсем, пысăк суммăна кам илсе тухса кайма пултарнине тÿрех чухласа илеççĕ. Кам пултăр-ха ĕнтĕ; Паллах, А.Селивестров. Вăрă хăй те усал ĕçпе аппаланнине ним чухлĕ те тунаймасть.
А.Селивестровăн киревсĕр ĕçне судра пăхса тухрĕç. Суд приговорĕ çакăн пек: А.Селивестрова условнăй йĕркепе 2 çуллăха ирĕкрен хăтармалла, тĕрĕслев срокĕ – 2 çул. Регистраци вăхăчĕ 2010 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче пуçланчĕ, айăпа кĕнĕ çынна хăйĕн тивĕçĕсемпе çав кунхинех паллаштартăмăр. Саккун йĕркипе пирĕн патра учетра тăракансен уголовнăй инспекцие пĕлтермесĕр хăй пурăнакан вырăна улăштарма юрамасть, палăртнă вăхăтра регистрацие килмелле. Çук вĕт, вăхăт «тупайман» А.Селивестров регистрацие çÿреме, уншăн эрех ĕçсе унта та кунта çапкаланса çÿресси меллĕрех пулнă. Право йĕркине административлă майпа пăсни пулать çакă. Çавăншăн А.Селивестрова айăплав срокне тăсса панă.
Анчахрах вара ун пирки право йĕркине пăснăшăн тепĕр протокол çырнă, ăна 500 тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Айăпа кĕнĕ гражданин ку постановленине алă пуссах çирĕплетнĕ, анчах сăмахне «çилпе вĕçтернĕ». Икĕ кунранах тепĕр преступлени тăвать çакскер – обществăлла вырăнта эрех ĕçсе ÿсĕрĕлет. Çавăншăн ун пирки 200 тенкĕ штраф тÿлемелли çинчен йышăну кăлараççĕ.
А.Селивестрова условнăй айăплава çирĕпрех мерăпа улăштарасси çинчен асăрхаттарман мар. Темиçе представлени те турăмăр, ăна икĕ хутчен судра пăхса тухрĕç. Хăлхана чикмерĕ çаксене Анатолий: эрех ĕçсе ÿсĕрĕлет те регистрацие килеймест. Халĕ ăна 2 çул таран ирĕкрен хăтарнă.
В.СТЕПАНОВ,
уголовнăй айăплавсене пурнăçлакан инспекци начальникĕ.