АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питрав кунĕ – сăваплă кун

06 июля 2011 г.

Июлĕн 7-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Иоанн Пророкăн асăнмалли кунне паллă тăваççĕ (çак куна вырăсла «Рождество честного славного Пророка, Предтечи и Крестителя Господня Иоанна» теççĕ).

Июнĕн 12-мĕшĕ – Христос Турă пурне те пĕрлештерсе çураçтарнă кун. Мĕншĕн тесен авалхи вăхăтра халăхсем вăрçса-хирĕçсе пурăнни те пулнă. Петрпа Павел апостолсем 1967-мĕш çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче Рим хулинче Петр апостол малтанах Иерусалимра, каярахпа Кĕçĕн Азире, Египетра, Грецире кĕлĕсем вуласа çÿренĕ. Юлашки çулсенче вăл Римра пурăннă.

Православи тĕнне тытакансем çак куна манмаççĕ. Ялсенче вăйăсем выляççĕ. Пуринчен те интересли вара – чуччу ярăнни.

Питравра пулăçсен кунне те паллă тăваççĕ. Мĕнле те пулин инкек килсе тухсан, калăпăр, тăвăл çĕкленчĕ, пулă кĕме пăрахрĕ, сĕрекесем пăтранса пĕтрĕç – святой Петртан пулăшу ыйтаççĕ. Енчен те пулла темиçе кунлăха тухса каяс пулсан, пулăçсем укçа пуçтараççĕ те святой Петр турăшĕ умне пысăк çурта лартаççĕ, пулăшу тата ăнăçу ыйтаççĕ.

Иоанн пророк тата Петрпа Павел апостолсен кунĕ ячĕпе пирĕн чиркÿре хăватлă кĕлĕсем иртеççĕ. Кăмăл тăвакансене пурне те хапăл туса кĕтетпĕр.

ВИКТОР иерей,

Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика