06 июля 2011 г.
Нумай ачаллă çемьесене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшать. Сăмахран, Чăваш Республикинчех акă пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене социаллă найм договорĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтермелли саккун пур.
Çавăн пекех, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1992 çулхи майăн 5-мĕшĕнчи 431-мĕш Указĕ тăрăх, нумай ачаллă çемьесем çакнашкал çăмăллăхсемпе те усă кураççĕ: вĕсене ăшăпа, шывпа, канализаципе, газпа тата электроэнергипе усă курнăшăн 30 процентран кая мар сахалтарах тÿлеттереççĕ. Ăшă парса тăрассине централизацилемен пулсан, хушса ăшăтмалли топливо шута илеççĕ; 6 çула çитмен ачасем валли врач панă рецепт тăрăх тÿлевсĕр эмелсем уйăраççĕ; çавăн пекех вĕсене тата вĕсен шкулта вĕренекенсен ачисене транспортпа (таксисĕр пуçне) тÿлевсĕр çÿреме ирĕк параççĕ; ачасене шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене черетсĕрех йышăнаççĕ; ачасене шкулта е професси паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче тÿлевсĕр апатлантараççĕ; çирĕплетнĕ нормативсемпе килĕшÿллĕн вĕренекенсене шкул формипе е ача-пăча тумтирĕн комплекчĕпе, спорт формипе тивĕçтереççĕ; нумай ачаллă çемьесене сад-пахча участокĕсене чи малтан уйăрса параççĕ.
Кунсăр пуçне нумай ачаллă çемьесене вĕсен ачисем шкул-интернатсенче, лицей-интернатсенче, гимнази-интернатсенче вĕреннĕшĕн, пурăннăшăн та тÿлеттермеççĕ. Пилĕк е ытларах ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене сакăр çула çити пăхнăшăн, вĕсен страховани стажĕ 15 çултан кая мар пулсан, амăшĕсем 50 çулта пенсие кайма пултараççĕ.
Нумай ачаллă çемьесен ытти çăмăллăхсем те пур. Вĕсемпе тĕплĕнрех халăха социаллă пулăшу паракан органсенче паллашма пулать.
В.ШОРКИН,
район прокурорĕ