АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕклĕ пушар дружинисем - шанчăклă хÿтлĕх

09 июля 2011 г.

Пĕлтĕрхи çулла вăрмансемпе торф хутлăхĕсенче сиксе тухнă пушарсем çĕршывăн экономикине, çавăн пекех пирĕн республикăна та пысăк тăкак кÿчĕç. Мĕн палăрчĕ-ха; Вут-кăварпа кĕрешмелли тытăм япăх ĕçлет, ялсенче пушар сÿнтермелли мерăсене çителĕксĕр пурнăçлаççĕ.

Пирĕн районта хальхи вăхăтра 115 ялта 18 пин те 300 çын пурăнать. Пушар хуралĕн подразделенийĕсем 100 яла сыхласа тăраççĕ, вĕсенче 15 пин те 600 çын майлă пурăнать. Шел пулин те, 18 яла çийĕнчех çитме кансĕр.

Çывăх вăхăтрах районта ирĕклĕ пушар хуралĕн подразделенине йĕркелемелле, вĕсене куçса çÿрекен техникăпа тивĕçтермелле. Паянхи кун пирĕн районта 3 ирĕклĕ пушар дружини ĕçлет, вĕсем талăкĕпех хуралта тăраççĕ.

Кăçал Мăн Вылă тата Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсенче ирĕклĕ пушар дружинисем йĕркелеме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика