09 июля 2011 г.
«Раççей гражданĕсене – меллĕ çурт-йĕр» наци проектне пурнăçласа, кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче, укçа-тенкĕн мĕн пур çăл куçĕсемпе усă курса, 5160 тăваткал çурт-йĕре ĕçе янă. Çакă, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан,111,2 процент. Июнь уйăхĕнче пурăнмалли çуртсене 1800 тăваткал метр туса пĕтерсе ĕçе янă.
Кăçал районта пурăнмалли çурт-йĕре пĕтĕмпе 16200 тăваткал метр лаптăк çинче ĕçе яма палăртнă.