АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дидактика вăййи пурне те килĕшнĕ

09 июля 2011 г.

Вырăс Сурăмĕнчи ялти тĕслĕх библиотекине вулакансем «Пÿлĕмри тĕлĕнмелле ÿсен-тăрансем» дидактика вăййине выляма пухăнчĕç. Вăййа библиотека заведующийĕ Зоя Константинова хатĕрленĕ. Икĕ эрне каялла вĕренекенсене пÿлĕмри ÿсен-тăрансем çинчен литература сĕннĕ: кĕнекесем, журналсем, брошюрăсем. Кăмăл пуррисем вĕсене киле илме, кусемпе вулав залĕнче паллашма та пултарнă.

Вылякансем валли тĕрлĕ тĕслĕ, кăткăслăх енĕпе виçĕ шайри (1 балл – симĕс, 2 балл – сарă, 3 балл – хĕрлĕ) карточкăсем хатĕрленĕ. Вĕсене сĕтел çине сарса хунă. Ачасем çавăнта пыраççĕ те хăш карточкине илессине хăйсемех суйлаççĕ. Задание ертсе пыракан вулать, вăййа хутшăнакансен вара хăш ÿсен-тăран çинчен сăмах пынине тĕрĕс каламалла. Пĕри хуравлаймасан тепри каласа балл илме пултарать. Юра Александров çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

З.СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика