09 июля 2011 г.
«Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» наци проектне пурнăçласа пирĕн районти харпăр хăй хуçалăхне тытакансем, çавăн пекех хресчен-фермер хуçалăхĕсем патшалăх пулăшăвĕпе малалла та усă кураççĕ, çăмăллатнă кредитсем илеççĕ.
Кăçалхи ултă уйăхра районти 323 çынна çăмăллатнă кредитпа тивĕçтернĕ – пĕтĕмпе 48 миллион та 183 пин тенкĕлĕх. РФ Перекет банкĕн Элĕкри уйрăмĕ 31 миллион та 149 пин тенкĕ чухлĕ 215 кредит уйăрса панă, Раççей Ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕ – 107 кредит (16 миллион та 838 тенкĕ). «Килĕшÿ» кооперативран 196 пин тенкĕлĕх пĕр кредит илнĕ.
Çăмăллатнă кредитпа пуринчен те ытларах усă куракансем – Элĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансем (44,4 процент), Крымсарайккă тата Тени ял тăрăхĕсенчи ĕçченсем те патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.
Кивçен илнĕ укçа-тенкĕпе выльăх-чĕрлĕх витисене юсаса çĕнетнĕ, çĕннисене те туса лартнă, техника тата выльăхсем туяннă.