09 июля 2011 г.
Вăрçă çулĕсенчи малтанхи утăмсене тунă вăл вăхăтри ачасем. Çемьере вĕт-шакăр ачасем виççĕн пулнă, Клавдия Семенова вара – чи кĕçĕнни.
– Манăн аннен ачасене пăхса ларма вăхăт пулман. Ку ĕç ытларах аслисем çине тиеннĕ, – тет çитмĕл виççĕри ватă. – Тул çутăлнă-çутăлманах анне колхоза тухса утнă.
Ÿссе çитеймен, 7 класс анчах вĕреннĕ хĕр те фермăна дояркăна ĕçлеме вырнаçнă. Хурăнсур ялĕнче çуралнăскер нумай çул тăван колхозра вăй хунă.
Çирĕм ултă çул тултарсан мăшăрланма вăхăт çитнине пула Сурăмпуç Мучикасси каччипе Николай Семеновпа çемье çавăраççĕ. Клавдия Никандровна çине Николай Семенович тахçанах куç хывнă пулнă. Ырă та ĕçчен хĕре куçран вĕçертесшĕн пулман. 1963 çулта пĕр çемье тĕвĕленнĕ. Çамрăк мăшăр чи малтанах Элĕкре хваттерте пурăннă. 1975 çулта вара уйрăм çурта куçнă.
– Мăшăрăм линипе техника цехĕн ертÿçинче нумай çул ĕçлерĕ, – палăртрĕ К.Семенова. – Хам вара çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра çирĕм ултă çул тăрăшрăм. Эпир ĕçленĕ вăхăтра Элĕкре асфальт çул пулман. Чĕркуççи таран пылчăкра хаçат-журнал валеçеттĕмĕр. Хĕлле вара икĕ пысăк сумкăна çунашка çине хураттăмăр та килĕрен-киле çÿреттĕмĕр.
Терт-нушине те нумай курнă Клавдия Никандровна. Мăшăрĕ çамрăклах ачисене, арăмне пăрахса тухса кайнă. К.Семенова пĕчченех чун тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратнă. Хăй те ашшĕсĕр çитĕннĕскер ачисемшĕн тăрăшнă, темиçе пуç выльăх усранă. Люба хĕрĕ асли пулнă май пĕртăван йăмăкĕсене Надьăпа Верăна йывăр вăхăтра пулăшса тăнă. Паянхи кун кинемей килĕнче Вера хĕрĕпе пурăнать. Аслă ачисем ют хуласенче çемье çавăрса тĕпленнĕ. Вера Мускава ĕçлеме çÿрет. Алли-ури маçтăр, тем тума та пĕлет. Кирпĕч купаласси уншăн ним те мар, тепĕр ар çын унтан аякра тăтăр.
В.НИКИФОРОВА.